АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван яла пырса кайнă пекех туйăнать

17 марта 2017 г.

Пирĕн районта кун çути курнă хыççăн хăй вăхăтĕнче унăн тулашне тухса кайнă ентешĕмĕрсем, Кемĕр облаçĕнчи Прокопьевск район территорийĕнче вырнăçнă Михайловка ялĕнче пурăнакансем 3 ытла çул каялла Тăвай енри Чăваш Республикин кунне килсе хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнăччĕ.
Пирĕн район делегацийĕ пилĕк хут та пулнă аякри тăванăмăрсем патĕнче хăнара.
Кемĕр облаçĕнче 15480 чăваш (2012 çулхи кăтарту) пурăнать. Асăннă регионăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче йăва çавăрнă вĕсем.
Прокопьевск районĕнче, Промышленновск, Кемерово, Крапивинск, Полкинск тата Ижморск районĕсенче чылай чăваш пурăнать. Облаçри 32 ялта пирĕн халăх йăва çавăрнă. Прокопьевск районĕнчи Пушкино ялĕнче пурăнакансем кăна таса чăвашла калаçаççĕ.
Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче пирĕн районти Тăвай ялĕнче пурăнакан “Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” Валентина Валерьяновна Александрова килĕнчех телефонăн хытă калакан çыхăнăвĕ пулăшнипе Кемĕр облаçĕнчи Прокопьевск районĕнчи Михайловка ялĕнче пурăнакансем паллă юбилейĕ ячĕпе саламланине итлеме пултарнă. “Спасибо”, - тенĕ те вăл тав туса кайран, “Спасибо мар, тавтапуç”, - тесе тÿрлетнĕ чăваш чĕлхине хаклакансем.
Чăваш наци телевиденине пăхни пирки те пĕлтернĕ вĕсем. “Наци телекуравне “Триколор ТВ” спутник антеннине 823-мĕш пускăчĕпе пăхма пулать. “Тăван яла пырса кайнă пекех туйăнать вара”, - тенĕ Кемĕр облаçĕнчи ентешĕмĕрсем.
-Эпĕ Чăваш енрен кайни темиçе çул. Апла пулин те тăван чĕлхе маншăн хаклă. Кĕсье телефонĕпе тăвансемпе тăтăшах çыхăнатăп. Вĕсемпе чăвашла кăна калаçатăп. Халĕ пирĕншĕн пысăк савăнăç çитрĕ. Чăваш наци телекуравĕн кăларăмĕсене спутник урлă пăхма пуçларăмăр. Программа пуян иккен: чăваш спектаклĕсем те, концертсем те пур. Уйрăм кăларăмсем те тыткăнларĕç. Михайловка ялĕнче чăвашсем татах та пур. Çавăнпа халĕ каçсерен пĕрле пуçтарăнса чăваш передачисене пăхатпăр. Тăван чĕлхепе сăмахланине илтсен чун хăпартланать, кăмăл çĕкленет. Ĕçе те çĕнĕ вăй-халпа пуçăнатпăр, - калаçăва малалла тăснă Михайловкăри клуб заведующийĕ Галина Алексеева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика