10 марта 2017 г.
Административлă ĕçĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл - административлă штрафсене вăхăтра шыраса илни. Çавăн чухне кăна административлă наказанин тĕллевĕ ăнăçлă пурнăçланать - йĕркене пăснисене те, ытти çынсене те право йĕркине çĕнĕрен пăсассинчен асăрхаттарма май парать, преступленисем тăвассинчен сыхланмалли профилактика пулса тăрать.
2017 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне Тăвайри полици уйрăмĕ ГИБДД енĕпе тунă çитменлĕхсене шута илмесĕр пурĕ 33740 тенкĕлĕх административлă штраф хунă, çав шутран 25550 тенкине (75,6 процентне) шыраса илнĕ. Уйрăм граждансем вара штрафсене çав-çавах вăхăтра тÿлемеççĕ, парăмра пулса юлаççĕ. Çакна шута илсе кăçалхи мартăн 13-17-мĕшĕсенче Чăваш Республикин территорийĕнче, çав шутра пирĕн районта та “Парăмçă” операци ирттерме йышăннă.
Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕнче (20.25 статья) право йĕркине пăснă граждансем административлă штрафа асăннă кодекспа палăртнă срокра тÿ-леменшĕн яваплăх пăхса хăварнă, çавна май тÿлемен административлă штрафăн икĕ виçи чухлĕ, анчах пĕр пинтен кая мар штраф пама е 15 талăк таран хупса лартма, е аллă сехет таран сроклăха обязательнăй ĕçсене явăçтарма пултараççĕ.
РФ КоАПăн 32.2 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн штрафа административлă яваплăх тыттарнă çыннăн штраф хуни çинчен калакан постановлени вăя кĕнĕ хыççăн 60 кунран кая юлмасăр е РФ КоАПăн 31.5 статйипе килĕшÿллĕн срока тăсни е парăма тÿлессине темиçе срока уйăрни тухнă кунран кая юлмасăр тÿлемелле.
В.ФЕДОРОВ, районти полици уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ.