10 марта 2017 г.
Епле чуна çывăх та илемлĕ-çке эсĕ, анне! Епле ăшă санăн куллу! Епле çемçе те лăпкă санăн сассу! Аннеçĕм, эсĕ тÿпери чи çутă хĕвел. Эсĕ пуртан эпĕ те чи телейлĕ этем çак тĕнчере. Мĕн пĕчĕкрен эсĕ пире, хăвăн пĕчĕк пепкÿсене, çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупми пăхса, савса та ачашласа ÿстернĕ. Тайма пуç сана, анне!
Тÿрĕ те такăр çулпа утма пиллерĕн пире. “Ĕмĕр сакки сарлака”, - тенĕ ваттисем. Пурнăçра тĕрлĕ вăхăтсем, савăнмалли те, кÿренмелли те пулнă пуль. Эпир чун-чĕререн хĕпĕртенĕ чухне эсĕ те пирĕншĕн виçесĕр савăннă ĕнтĕ. Хăвăн пепкÿсем пурнăç сукмакĕнче ăнсăртран такăнас-тăвас пулсан та эсĕ пĕрремĕш алă тăсса параканĕ пулнă.
Аннеçĕм, нумай çул пурăн пире савăнтарса. Пурнăç çулĕ вăл хурапа шурăран тăрать теççĕ. Чи çывăх çыннăмăр, сана яланах çутă та такăр çул сунатпăр. Инкек-синкексем, чир-чĕр аякранах пăрăнса иртчĕр санран. Ăшă куллу ялан çиçтĕр сăну-питÿнте.
Р.ВАСИЛЬЕВА.