АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхре - çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес ыйтусем

03 марта 2017 г.

Февралĕн юлашки кунĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе 2017 çулхи çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес ыйтусемпе районти канашлу иртнĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕ-сен ертÿçисем, хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕсем, федераципе республика учрежденийĕсен представителĕсем хутшăннă.
Кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕ-рленесси епле пулса пыни çинчен район администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов каласа панă. Вăл çакна палăртнă: районти ял хуçалăх организацийĕсенче, кăçалхи тухăçшăн тăрăшса, 2620 гектар кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă, выльăх апачлĕх культурăсем 7400 гектар йышăнĕç. 
Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче çурхи тĕш тырă культурисем акма 2308 тонна (106 процент) вăрлăх пур, çав шутран пахалăхне тĕрĕслеттернĕ вăрлăхсен 79 проценчĕ - кондициллĕ. Лайăх сортлă паха вăрлăхсем хатĕрлессипе çĕрĕçлекенсем малалла ĕçлеççĕ.
Районти хуçалăхсем çураки ирттерме ку вăхăт тĕлне 279 тонна минераллă удобренисем (19 процент) кÿрсе килнĕ. Дизель топливи 70 тонна (кирлĕ хисепĕн 28 проценчĕ) пур. Техникăна хатĕрлессипе малалла тимлеççĕ. Ку енĕпе мĕнле ĕçлени тата ĕçлев сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене пăхăнмалли çинчен Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ Александр Семенов та чарăнса тăнă. ЧР ветеринарипе фитосанитари надзорĕн Управленийĕн ертÿçин заместителĕ Николай Романов районта паха та сывă вăрлăхсемпе ĕçлеме тăрăшни çинчен каланă.
Ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене 2017 çулта паракан патшалăх пулăшăвĕ-семпе ЧР ял хуçалăх министерствин финанс тата кредит политикин тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Воронцова паллаштарнă.
Владимир Ванерке çитес çуракине пур енĕпе те вăхăтра тата тивĕçлĕ хатĕрленсе çитмеллине, вăйлă тырпулшăн тата пысăк ĕç тухăçлăхĕшĕн мĕн кирлине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшмаллине тепĕр хут палăртнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика