АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсенчи отчет пухăвĕсенче

28 февраля 2017 г.

Мучар ял тăрăхĕнчи ялсенче граждансен пухăвĕсем иртнĕ, вĕсенче Мучар, Кĕршепе Киччĕ ялĕсенче пурăнакансем 2016 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе 2017 çулхи задачăсем тата малашлăх тĕллевсем çинчен сÿтсе явнă.
Пирваях иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе тата кăçалхи плансем çинчен вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Шакшина отчет туса панă.
Тăвай тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2016 çулхи итогĕсем тата 2017 çулхи тĕллевсем çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке паллаштарнă.
Районтан пухăва килнисем ял çыннисене халăха социаллă хÿтлĕх памалли сферăри законодательство улшăнăвĕсем, ял хуçалăх аталанăвĕн малашлăхĕсем, вĕренÿпе культура учрежденийĕсен ĕçĕн итогĕсем, Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнсенчи пуçарусен никĕсĕсем çинче обществăлла инфраструктурăна аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен каласа ăнлантарнă.
Мучар ял тăрăхĕнче пурăнакансем Кĕрше ялне пыракан автомобиль çулне юсас, масарсене типтерлесе тăрас, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнас, çÿп-çапа турттарса тухас, Мучар ялне электричествăпа тивĕçтерес ыйтусене хускатнă. Вĕсене контроле илнĕ.
И. ИВАНОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика