АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 21-мĕш кнопкăна йышăнассишĕн

28 февраля 2017 г.

Чăваш Енĕн Наци телевиденине кабель сечĕпе тÿлевсĕр кăтартмалли каналсен шутне кĕртнĕ. 21-мĕш кнопкăна йышăнассишĕн конкурса пирĕн республикăран икĕ телеканал хутшăннă. Наци телевиденийĕпе пĕрлех “Телеканал 21+” лекме ĕмĕтленнĕ.
Нарăсăн 22-мĕшĕнче Мускаври ятарлă комисси федерацин Атăлçи регионĕсенче тÿлевсĕр пăхма пултаракан каналсене палăртнă. Чăваш Енрен ларăва республикăн информаци политикин тата массăллă коммуникацисен хатĕрĕсен министрĕн заместителĕ Юлия Стройкова, республика парламенчĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Вячеслав Рафинов тата НТРК директорĕ Александр Белов хутшăннă.
Аса илтеретпĕр, 21-мĕш кнопкăпа йышăнакан каналăн хăйĕн контенчĕ 75 процентран кая мар пулмалла. Конкурс комиссийĕ телеканала республикăра пурăнакансенчен çурринчен кая мар çын пăхнине те шута илнĕ. Суйласа илнĕ канала çывăх вăхăтра, ака уйăхĕнчен кая юлмасăр, 21-мĕш кнопка çумне çирĕплетмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика