АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татьяна Акимова - кĕмĕл призер

28 февраля 2017 г.

Нарăсăн 24-мĕшĕнче Çарăн Тĕп спорт клубĕн кĕçĕн сержанчĕ Татьяна Акимова Пĕтĕм тĕнчери виççĕмĕш çар вăййинче спринтра кĕмĕл призер пулса тăнă.
Раççей командин лидерĕ Татьяна Акимова 11-мĕш номерпе старта тухнă. Малтанхи хут пенĕ чухне биатлонистка пур мишене те лектернĕ. Иккĕмĕшĕнче те пирĕн спорстменкăна телей пÿрнĕ. Çапла майпа вăл штраф çаврăмĕ чупмасăр дистанцие вĕçленĕ.
Словени спортсменкипе Теей Грегоринпа Татьяна Акимова мала тухассишĕн кĕрешнĕ. Пирĕн спортсменка дистанцие 23 минут та 3 çеккунтра тухнă. Теей Грегорин кăтартăвĕ чăваш хĕрĕннинчен лайăхрах пулнă. Виççĕмĕш вырăна пирĕн спортсменка Ульяна Кайшева йышăннă.
ЦСКА прапорщикĕ Максим Цветков вара пирĕн командăна пĕрремĕш вырăнпа тивĕçтернĕ, ылтăн медальлĕ пулса тăнă.
В.ФЕДОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика