28 февраля 2017 г.
Вăрмар районĕпе чикĕленнĕ çĕрте Çăлпуç ялĕнче пурăнакансен авал 60-70 гектар çĕр пулнă. Коллективизаци пуçланиччен кашни çемьен çав çĕр çинче хăйĕн участокĕ вырнаçнă. Çав лаптăка вĕсем “Хăртнă” тесе ят панă. Маларах унта чăтлăхлă вăрман пулнă, лаштра юмансем ÿснĕ. Коллективизаци вăхăтĕнче çав асăннă çĕр çине малтан 22 çемье куçнă. Вĕсене ытларах кулак тесе шутласа тĕп тунă, хуçалăхĕсене çука хăварнă, тытса илнĕ. Çăлпуç ялĕнче кулак тесе хуçалăхсене тĕп тăвасси йĕркене пăхăнмасăр пулса пынă, кулаксем чухăнсене пĕтернĕ, кайран çемьесем хута кĕнипе вĕсене ура çине тăратнă. Çука юлнăскерсене çĕнĕ “йăва” çавăрма кирек ăçта та кăмăллă пулнă. Çапла вара Çăлпуç хуторĕ пуçланса кайнă. Ку ялта пурăнакансем пурте питĕ ĕçчен пулнă, пĕчĕк те пуян “Пионер” ятлă колхоз йĕркеленĕ вĕсем. Ĕç кунĕшĕн вĕсене пурлăхпа ытти ялтисенчен пысăкрах тÿленĕ. Лайăх фермăсем туса лартнă: сĕт-çу, лаша тата сысна витисем. Ял питĕ илемлĕ пулнă. Кăнтăртан çурçĕрелле симĕс урам тăсăлнă, икĕ хĕррипе - сăпайлă тата илĕртÿллĕ çуртсем. Пирĕн ял йĕри-тавра тарăн çырмасем пулнă, шĕшкĕлĕх аван çитĕннĕ. Çĕмĕрт, пилеш йывăççисем те нумайччĕ. Тĕрлĕ çырла, уйрăмах çĕр çырли çитĕнетчĕ. Çырмасенче юханшывсем шăнкăртататчĕç, вĕсенче пĕчĕк пулăсем ĕрчеччĕç. Çав çырмасемпе çыхăннă илемсене çырса пĕтерме çук, вĕсем пире тăрантнă-ĕçтернĕ /çăлкуçсем те çырмараччĕ/. Колхоз çĕрĕ çинчи çырмасемпе хуçаланма никама та чарман. Вылямалли лапамсем, пĕвесем пурччĕ çывăхра. Юханшывсенчи лаптак чулсене хăвăрт çĕклесе пулăсем тытаттăмăр алăсемпе. Ялĕ пĕчĕк пулин те, ачисем нумайччĕ. Комсомол организацийĕ питĕ активлăччĕ. Никита Николаев, Герман Пряников, Василий Петров тата ыттисем организаци членĕсем шутланатчĕç. Чылай çамрăк районти паллă механизаторсем пулса тăнăччĕ. Михаил Пряников, Герман Пряников, Анфиса Пряникова ĕçре маттур пулни пирки маларахри çулсенче районти хаçат страницисенче те çырса кăтартнăччĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Çăлпуç хуторĕнче пурăнакансем умне 1939 çулта тепĕр инкек çитсе тăнă. Асăннă яла пĕтерме, Сăхăтпуçĕнчи “Красный Октябрь” колхоз çумне “Пионер” хуçалăха пĕрлештерме йышăннă. Ял майĕпен арканма пуçланă, вăйлă та пуян çемьесем каялла Çăлпуçне куçнă тÿрех. Илемлĕ ял вырăнĕнче юхăнчăк çуртсем тăрса юлнă, хуçисен Сăхăтпуç ялне куçмалла пулнă. Ку пулăм 1956 çулччен тăсăлнă. Халĕ Çăлпуç хуторĕ вырăнĕнче уй-хир. Пирĕн чипер ялăн, тăван килĕн памятникĕ хурама çитĕнет унта паянхи кун. Атте-аннене тав тăватăп çакăншăн, сухапуçпе ĕçленĕ чухне вĕсем çамрăк хунава тивмен. Манăн ачалăхăм çав хурамапа тачă çыхăннă. Эпĕ халĕ те çулсерен тăван ялăн вырăнне, пĕччен тăракан хурама çывăхне çитсе пуç таятăп.
Виссарион ПРЯНИКОВ, профессор, техника наукисен докторĕ.