27 февраля 2017 г.
Район администрацийĕн кăçалхи февралĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленийĕпе ыркăмăллăх марафонĕ пынă вăхăтра туса ирттермелли мероприятисен планĕпе йĕркелỹ комитечĕн составне çирĕплетнĕ.
Марафон тĕллевĕ - çамрăк талантсене, ача инвалидсене, ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ ачасене пулăшма укçа-тенкĕ пухасси.
Районта пурăнакансем ырă ĕçрен айккинче юлмасса шансах тăратпăр. Ырă туни ырăпах таврăнĕ.
Марафон вăхăтĕнче предприятисемпе организацисенчен, уйрăм çынсенчен пухнă укçа ытти çулсенчи пекех хамăр районти ачасене пулăшма каять.
"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" чĕнỹпе иртекен ыркăмăллăх акцине пурне те хастар хутшăнма чĕнсе калатпăр.
Укçа-тенкĕ куçармалли реквизитсем:
ЧРО ООБФ "Российский детский фонд". ИНН 2128005408, КПП 2113001001, расчетный счет №40703810075220160067 в Чувашском отделении №8613 ПАО Сбербанк г.Чебоксары, БИК 049706609, к/с 30101810300000000609. Назначение платежа: Благотворительный марафон "Именем детства, во имя детства", тел.:2-11-66.
Йĕркелỹ комитечĕ.