АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ визит районти канашлăва хутшăннипе вĕçленнĕ

27 февраля 2017 г.

Ĕçлĕ визит районти канашлăва хутшăннипе вĕçленнĕ

 

Февралĕн 20-мĕшĕнче Тăвай районĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ визитпа пулнă.

Пирваях вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе, район пуçлăхĕпе Александр Шакинпа, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕпе Светлана Ананьевапа пĕрле "Акконд-агро фирма" АОн выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче пулнă. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе хăнасене "Акконд-агро фирма" АО директорĕ Вячеслав Иванов паллаштарнă.

"Акконд-агро фирма" акционерлă общество 3263 гектар çĕре ĕçлесе хатĕрлет. 2016 çулта 3021 (2015 çулта - 2685) тонна тырă туса илнĕ, вăтам тухăç гектар пуçне 27,5 центнерпа танлашнă. Комплексра 1659 пуç (109 процент) мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра ĕнесем 806 пуç (110 процент). Предприяти хура ула йăхри мăйракаллă шултра выльăхсене ĕрчетессипе ăратлăх репродукторĕн ĕçĕсене пурнăçлать, çавăн пекех сĕтпе аш-какай туса илет. Пĕлтĕр 4615 тонна е умĕнхи çулхинчен 384 тонна нумайрах сĕт туса илнĕ. Пĕр килограмм сĕт хăйхаклăхĕ 12 тенкĕ те 96 пуса ларнă. Кашни ĕне çулталăкра вăтамран 6105 килограмм сĕт антарнă, продуктивлăх умĕнхи çулхинчен 55 килограмм хушăннă.

Комплексра выльăхсене кăкармасăр усраççĕ, тулли рационлă апат хутăшĕпе тăрантараççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ăнăçлă хĕл каçать. Кăçалхи пĕрремĕш уйăхра 441,5 тонна сĕт (ỹсĕм 4,6 процент), 11,7 (умĕнхи çулта - 11,3) тонна аш-какай туса илнĕ.

Предприяти рентабеллĕ, тикĕс ĕçлет. Ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 16371 тенкĕпе танлашнă.

Сĕт цехĕнче талăкра 17616 килограмм сĕте ĕçлесе хатĕрлеççĕ.

Комплексра 2016 çулта пурĕ 600 пуçлăх пăру вити, изолятор, 30 пуçлăх пăрулаттаракан уйрăм пристройĕ тумалли, сăвакан уйрăма модернизацилемелли инвестици проектне пурнăçлама тытăнни çинчен каланă Вячеслав Павлович. 2016 çулхи декабрьте строительсем пĕрремĕш пăру витине туса пĕтернĕ, иккĕмĕшне кăçалхи март уйăхĕнче хута яма палăртаççĕ. Сăвакан уйрăма модернизацилеме çĕнĕ оборудовани илсе килнĕ.

Унтан Сергей Артамонов Тăвай районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2016 çулхи итогĕсене пĕтĕмлетнĕ тата 2017 çулхи тĕллевсене палăртнă анлă канашлăвне хутшăннă. Кун йĕркинчи ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке доклад туса панă.

Канашлура ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район пуçлăхĕ Александр Шакин, ЧР сывлăх сыхлав министрĕн заместителĕ Светлана Ананьева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Дентамед" ООО тĕп врачĕ Юрий Зорин тата Тăвай ял тăрăхĕн 2016 çулхи ĕç итогĕсем çинчен унăн пуçлăхĕ Николай Сормов сăмах каланă.

Канашлу вĕçĕнче АПК сферинче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн район администрацийĕн тĕп специалист-экспертне Елена Михайлована РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене "Чутеевский" ЯХПК бухгалтерне Надежда Филиппована тата склад заведующине Валентина Юркинана панă.

Ураскасси ялĕнчи Никифоровсен çемйи Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне тивĕçнĕ. Çавăн пекех творчествăри пысăк ăнтăлушăн ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсене свидетельствăсем панă.

Пухăннисене "Тăвайри кооператив" ПО тата "АККОНД МОЛОКО" ООО курава тăратнă хăйсен продукчĕсене сĕннĕ.

И.ГЛАДКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика