АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕсемпе пĕрле уявра

27 февраля 2017 г.

Ашшĕсемпе пĕрле уявра

 

Тĕмерти ача садĕнче аслă ушкăна çỹрекенсемпе ашшĕсен хушшинче "Карапсен çапăçăвĕ" вăйă иртрĕ. Н.Жилкина воспитательница çывхарса килекен çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ ячĕпе саламларĕ. Унтан ачасем сăвă-юрăсемпе, ташăсемпе уява илемлетрĕç.

Ачасемпе ашшĕсем икĕ командăна пайланса "Аврора" тата "Варяг" ят пачĕç, вара карапсемпе тинĕсе ишеве тухрĕç. Капитансем хаçатран карапсем турĕç, механиксем баксене топливăпа тултарчĕç, лоцмансем хăйсен карапĕсене рифсем витĕр куçа хупса илсе тухрĕç, юнгăсем палубăсем çинчи çỹп-çапа пуçтарчĕç. Коксем хупă куçсемпе пĕр-пĕрне апат çитерчĕç, врачсем "суран" сиплерĕç, матроссем шыв витринче ишекен панулмине çыртса илессипе тупăшрĕç. Каннă вăхăтра командăсем юрлассипе ăмăртрĕç. Çавăн пекех командăсем хăйсем çинчи япаласене пухса канат турĕç, камăн вăрăмрах - вăл очко илчĕ.

Уяв вĕçĕнче ачасем хăйсен аллипе тунă парнесене ашшĕсене парнелерĕç, тепĕр хут уяв ячĕпе саламларĕç. Пулас салтаксем вара пылак çимĕç илме тивĕçрĕç.

И.КРАСНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика