АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем канашларĕç, ăмăртрĕç

27 февраля 2017 г.

 

Тăвай тăрăхĕнчен хăй вăхăтĕнче Германире салтак тỹпине пурнăçланисен пухăвĕ пулса иртнĕ. Ветерансен организацийĕ 2016 çулта туса ирттернĕ ĕçсене тишкернĕ, кăçалхи плана çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне ГСВГ организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

Пуху хыççăн ветерансем "Аль" спорткомплексра тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсен вăй-халне тĕрĕсленĕ. Пневматикăлла винтовкăран перессипе 60 çултан аслăраххисем хушшинче Ф.С.Григорьев, çамрăкраххисенчен П.П.Степанов çĕнтернĕ. 2-3-мĕш вырăнсене В.А.Ильин, Б.А.Александров, Ф.В.Васильев, Ю.И.Назаров, О.Ф.Николаев тивĕçнĕ.

Кире пуканĕ йăтассипе те кĕрешỹ çивĕч пынă. А.Н.Васильевпа Р.П.Корнилов пуринчен маттур пулнине кăтартса панă. О.Ф.Николаевпа Ф.В.Васильев вĕсенчен кăшт каярах юлнă.

Тепĕр ăмăртăвĕ вара - ал вĕççĕн урайĕнчен çĕкленесси №отжимани№. Ку ăмăртура та маларахри тупăшусенче палăрнă Ф.С.Григорьевпа Р.П.Корнилов малтисен ретне тăнă.

Юлашкинчен ветерансем икĕ командăна пайланса волейболла вылянă. Ăмăртура туслăх çĕнтернĕ. Мала тухнисене дипломсем парса чысланă.

Хăй вăхăтĕнче çĕршыв хỹтĕлевçисен тивĕçне чыслăн пурнăçланă ветерансем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртмалла. Спорт ăмăртăвĕсене ытларах яш-кĕрĕме явăçтарма тăрăшаççĕ вĕсем.

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пынă кунсенче нумайăшĕ вĕренекенсемпе тĕлпулусем йĕркелерĕç.

Спорткомплекс директорне А.Н.Кириллова, В.И.Кузнецов тренера малашне те çакăн пек ăмăртусем йĕркелеме пулăшасса шанас килет.

В.ПЕТРОВ,

Тăвай тăрăхĕнчи ГСВГ ветеранĕсен пуçлăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика