27 февраля 2017 г.
Тăвай районĕнчи 50 çулхи хĕрарăм тĕлĕшпе РФ УКн 322.3 статйипе ют çĕршыв гражданинне килнĕ вырăнта суйса шута тăратнăшăн айăплава çирĕплетнĕ.
Пĕлтĕрхи чỹк уйăхĕнче Т.Р. хăй пурăнакан вырăна ют çĕршыв çынни килни çинчен пĕлтернĕ. Вăл унта пурăнманнине, Мускава тухса каяссине пĕлсе тăрса ун тĕлĕшпе тивĕçлĕ бланка суя кăтартусем кĕртнĕ, миграци службинче ăна регистрациленĕ.
Хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăнса уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе пăхса тухма ыйтса çырнă. Ĕçе миравай судья пăхса тухĕ.
О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ.