27 февраля 2017 г.
Шăмăршă районĕнче ултă район команди йĕлтĕрпе чупрĕ.
Ăмăртăва 2003-2004 çулсенчи арçын ачасем (22 вĕренекен) пуçларĕç. Д.Поликарпов 4-мĕш вырăн, П.Шакин 7-мĕшне, Э.Яшуткин 11-мĕш вырăна тухрĕç. Виççĕшĕ те Тăрмăш шкулĕнчен. Вĕсем 5 километра чупрĕç. Хĕрачасем (24 вĕренекен) 3 çухрăмлă дистанцине парăнтарса, Д.Андреева - 8-мĕш, А.Ялугина 10-мĕш вырăна (Тăрмăш шкулĕ), Л.Петрова 18-мĕш вырăна (Элпуç) тухрĕç.
2001-2002 çулсенче çуралнă 24 вĕренекен хушшинчи арçын ачасем 10 çухрăм чупрĕç. Д.Семенов - 2-мĕш, А.Алексеев 10-мĕш вырăна (Тăрмăш), А.Максимов 15-мĕш вырăна (Элпуç) йышăнчĕç. Хĕрачасем пилĕк çухрăм чупассипе О.Никифорова 3-мĕш (Элпуç), В.Симушкина 7-мĕш вырăна (Тăрмă)тухрĕç. 1999-2000 çулта çуралнă арçын ачасем 10 çухрăмлă дистанцире палăрчĕç, унта Д.Степанов çĕнтерчĕ. Е.Моисеев 2-мĕш вырăна тухрĕ (Тăрмăш), С.Федоров (Элпуç) тăваттăмĕш картлашка çине улăхрĕç. Хĕрачасем 5 çухрăмра хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. М.Шакина - 3-мĕш, Т.Гаврилова 15-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Елчĕк, Шăмăршă, Йĕпреç, Патăрьел, Комсомольски, Тăвай районĕсенчи йĕлтĕрçĕсем финала тухнă. Халĕ февралĕн 24-26-мĕшĕсенче республикăра иртекен ăмăртăва кайма хатĕрленеççĕ вĕренекенсем.
Малти вырăнсене йышăнма сунар çамрăксене.
В.ЛАВРОВА.
Тăрмăш ялĕ.