10 февраля 2017 г.
Нарăс уйăхĕн улттăмĕшĕнче Тушкилти Мироновсемшĕн, ялшăн, тăван шкулшăн питĕ йывăр кун. Çавăн чухне вĕсем Чечен Республикинче çар тивĕçĕсене пурнăçлакан ентешĕмĕр Александр Миронов рядовой паттăрла вилни пирки пĕлнĕ.
Каччăна, лайăх вĕренекене, чаплă ывăла, маттур юлташа, кăмăллă пиччене, харсăр спортсмена, паттăр салтака - Мухтав орденĕн кавалерне асра тытса 20 ытла çул Тушкилти шкулта асăну линейки ирттереççĕ, музейри А.Миронов ячĕллĕ кĕтеспе тимлесех паллашаççĕ.
Малтан линейкăна спортсменсем, пĕрле вĕренекенсем, класс ертỹçисем, пĕрле службăра пулнисем, çывăх çыннисем пухăнчĕç. Ачасем умĕнче шкул директорĕ Е.Емельянова, класс ертỹçисем О.Сергеевапа А.Константинова, пĕрле службăра пулнă В.Медведев, пĕр класра пĕлỹ пухнă Сергей атте (С.Моряков) тухса калаçрĕç.
Волейбол турнирне 6 команда хутшăнчĕ (хĕрсен 3 команда, каччăсен -виççĕ). Тушкилсем, пуянкассисем, тăвайсем, çĕнĕшупашкарсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Вăйăсем çивĕч кĕрешỹре иртрĕç.
Тушкилти каччăсем çĕнтерчĕç (тренерĕ - В.Захаров), иккĕмĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкар хулинчи спорт шкулĕнчен килнисем тухрĕç (тренерĕ Н.Ермилов), виççĕмĕш картлашка çине Тăвайри вăтам шкул каччисем улăхрĕç (тренерĕ М.Алексеев).
Хĕрсенчен те тушкилсем çĕнтерĕве вĕçертмерĕç (Н.Давыдов). Иккĕмĕш - Тăвай шкулĕн пикисем (М.Алексеев), виççĕмĕш вырăнсене Çĕнĕ Пуянкассинчен килнĕ хĕрсем (С.Кириллов) тухрĕç. Пур çĕнтерỹçĕ командăна та Дипломсемпе пылак çимĕçсем парса хавхалантарнă.
Десантниксем те хăйсен харсăрлăхне кăтартрĕç, тĕрлĕ енĕпе ăмăртрĕç. Вĕсен харсăрлăхне чылайранпа Тушкилти вăтам шкулта ирттереççĕ.
Алексей Николаев (Тăвай) пĕрремĕш, Александр Петров (Тушкил), Александр Иванов (Тăвай) хăйсен маттурлăхне кăтартрĕç.
Мероприятисене вĕренỹ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов, А.Петрова тĕп специалист, "Аль" спорткомплекс директорĕ А.Кириллов хутшăннă.
В.ВАСИЛЬЕВ.