10 февраля 2017 г.
Чăваш Республикин Вăрнар поселокĕнчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕнче кулленхи токсикологи мониторингне йĕркелени çынсем мĕнпе наркăмăшланнине сăнаса пĕтĕмлетỹсем тума, çак сăлтавпа вилессине е сывлăха сиенлессине чакарса пыма пулăшса пырĕç.
2016 çулта районти çынсем вăйлă наркăмăшланнă тĕслĕхсене анализ туса тишкернинчен вĕсен хисепĕ 14,3 процент сахалланнине кăтартса парать (2016 çулта - 18 тĕслĕх, 2015 çулта - 21, 2013 çулта - 28 тĕслĕх). Хĕрарăмсем хушшинче наркăмăшланасси 33,3 процент чакнă. Сăмахран, 2016 çулта 8, 2015 çулта 12 тĕслĕх пулнă.
Арçынсем хушшинче 2015 çулта наркăмăшланнă 9 тĕслĕхе регистрациленĕ, пĕлтĕр 10 пулнă.
2016 çулта вăйлă наркăмăшланнисен хисепĕнче эмел препарачĕсемпе сиенленни пĕрремĕш вырăнта тăрать, 38,9 процент (17 тĕслĕх). Иккĕмĕш вырăнта - алкогольпе унăн суррогат продукцийĕпе, 33,3 процент (6 тĕслĕх) тата ыт. те.
Ỹсĕм çулĕпе илсен, йывăр наркăмăшланнисен 77,8 проценчĕ - çитĕннĕ çынсем, 14 çула çитичченхи ачасем - 22,2 процент.
Çакă та пăшăрхантармалла, наркăмăшлланнисенчен ытларахăшĕ (44,4 процент) ĕçлеме пултаракан ỹсĕмри ĕçсĕр çынсем, 22,2 проценчĕ - пенсионерсем, 22,2 - çул çитменнисем, 11,1 проценчĕ - ĕçлекен граждансем.
Пĕлтĕр сиенленнĕ 18 çынран 6-шĕ вилнĕ. Наркăмăшланса пурнăçран уйрăлнă сăлтавсен 100 процентне алкоголь тата унăн суррогачĕсем йышăнаççĕ. Юлашки виçĕ çулхи кăтартусене танлаштарса пăхсан, иртнĕ çул алкогольпе унăн суррогачĕсемпе наркăмăшланса вилесси чакнине палăртмалла. Пĕлтĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксем хушшинче наркăмăшланасси пулман.
2016 çулта эмелсемпе наркăмăшланасси умĕнхи çулхинчен 15 процент ỹснĕ. Вĕсенчен пысăк пайĕ 57,1 процент - 14 çула çитмен ачасем. Çак сăлтавпа сиенленсе вилнисен 57,1 проценчĕ - хĕрарăмсем.
2013-2016 çулсенче çуллахи тапхăрта наркăмăшланнă чĕрчунсемпе (хурт-кăпшанкă, çĕлен) хутшăнса сиенленесси пулман. 2016 çулта районта наркотикла веществосемпе, апат-çимĕç продукчĕсемпе наркăмăшланнă тĕслĕхсене регистрацилемен.