АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лару иртнĕ

07 февраля 2017 г.

 

Ĕç эрни йăлана кĕнĕ ларуран пуçланнă. Район администрацийĕн ертỹçи Владимир Ванерке ертсе пынипе хыçа юлнă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене тума палăртнă.

Нарăс уйăхĕнче ялсенче Тăвай енĕн 2016 çулхи ĕç-хĕлне пăхса тухаççĕ. Район администрацийĕпе пĕрле ял тăрăхĕсем те хăйсен иртнĕ çул мĕн туни çинчен каласа кăтартĕç. Асăннă пухусене ялсенче пурăнакансем активлăх кăтартассипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлекен район администрацийĕ çумĕнчи комисси лару йĕркелет. Тепĕр кунне "Чудо шашки" вăйăсене хутшăнаççĕ районсенчи шкулсенче вĕренекенсем. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2017" чупăва районта та нарăсăн 11-мĕшĕнче ирттереççĕ. Шашкăпа шахматла выляма юратакансене Тăвай енри клуб нарăсăн 10-12-мĕшĕсенче йышăнать.

Надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Наталия Мефодьева харпăр хăй коллективĕсем çинчен информацисем панă.

Полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Владимир Федоров "фанфуриксемпе" пĕрле кĕрешме чĕнчĕ.

Кăçал пĕрремĕш класа çỹреме тытăнакансенчен нарăсăн 1-мĕшĕнчен заявлени йышăнма пуçланă, - тенĕ вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов.

"Аль" спорткомплексăн директорĕ Анатолий Кириллов çынсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси лайăхланнине пĕлтернĕ.

Организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Валерий Чайкин, финанс пайĕн начальникĕн çумĕ Вера Станюкова тухса калаçнă çакăн хыççăн.

-Ялсенчи шкул автобусĕсем çỹрекен çулсене юртан вăхăтра тасатса тăмалла, - тепĕр хут аса илтернĕ юлашкинчен Владимир Алексеевич.

А.ИВАНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика