07 февраля 2017 г.
Çак ятпа иртет кăçал акци республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче. Акци старта январĕн 31-мĕшĕнче тухнă. Вăл виçĕ тапхăрпа иртет. Унта республикăри библиотекăсем хутшăнаççĕ.
Пĕрремĕш тапхăрта - январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 7-мĕшĕччен - библиотекăсенче "Рунетăн хăрушсăрлăх эрни" акци иртет. Мероприяти вăхăтĕнче ачасем интернет хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕренеççĕ, хăрушлăхсăр сайтсемпе тата порталсемпе паллашаççĕ.
Иккĕмĕш тапхăрта, вăл сентябрĕн 19-29-мĕшĕсенче иртет, Раççей Интернет кунне халалласа "Интернет-продленка" акци пулать. Çак 10 кун хушшинче çамрăк кĕнекен çамрăк тусĕсем библиотекăсенче интернет сетьне кĕме çăмăллăх илеççĕ. Юлташĕсене явăçтаракан ачасене хушма бонус параççĕ.
Виççĕмĕш тапхăрта, октябрĕн 27-мĕшĕнче, "Интернет со знаком Ç" ятпа библиотекăри пĕрлехи урок иртет. Информаципе тĕплĕнрех çак электрон адреспа паллашма пулать: siol@chuvrdub.ru