07 февраля 2017 г.
Февралĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă пухăва хутшăннă.
Мероприятие Петр Петровичăн мăшăрĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, поэтăн ывăлĕ, филологи наукисен кандидачĕ, литература критикĕ Атнер Хусанкай, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев, республикăри писательсемпе поэтсем, Тутарстанран килнĕ хăнасем хутшăннă.
Республика Пуçлăхĕ Петĕр Хусанкай чăваш халăх историйĕнче паллă йĕр хăварнине палăртнă, вăл çырнисем чăваш литературин ылтăн фондне кĕнĕ.
"Петĕр Хусанкай хăйĕн халăхĕшĕн ĕçленĕ. Унăн пултарулăхĕ пирĕн чĕресенче упранать! Унăн ячĕ нихăçан та манăçа тухмĕ! Вăл чăваш халăхне юратнă, чун-чĕри ыйтнипе уншăн нумай ырă ĕç тунă", - тенĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика правительстви культурăна аталантарма çуллен нумай укçа-тенкĕ уйăрни çинчен каланă. Халĕ ялсенче культура çурчĕсем тăвассине çĕнĕрен пуçарса ярассипе тата республикăри пĕчĕк хуласенче ку чухнехи кинозалсем уçассипе ĕçсем пыраççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2019 çулта Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявласси çинчен указа алă пуснă. Асăннă мероприятисене уявлама республика федерацирен сахал мар укçа-тенкĕ илĕ. Çаксем пурте культура сферине малалла аталантарма пулăшĕç.
"Эпир вăй хуни регионта хăтлă пурнăç условийĕсем туса хума, çамрăксене тивĕçлĕ воспитани пама май парĕ", - тенĕ Михаил Игнатьев.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.