АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх - чи пысăк пуянлăх

07 февраля 2017 г.

Сывлăх - чи пысăк пуянлăх

 

Сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттерни темрен те паха. Çакă чире çийĕнчех сиплеме май парать.

2013 çултанпа, диспансеризаци ирттермелли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕренпе, кашни çын тенĕ пекех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Тăватă çул хушшинче диспансеризаци ирттерме республикăна 800 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Медицина тĕрĕслевĕ халăхăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрассине вăйлатма май туса панă. 2016 çулта диспансеризацие пула республикăра пурăнакансем пĕрремĕш хут чирленĕ 27 пин тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсен йышĕнче 413 çыннăн усал шыçăсем аталанма пуçланине пĕлме май килнĕ.

2017 çулхи диспансеризаци медицина организацийĕсенче пырать ĕнтĕ. Ытти çулсенчи пекех РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви палăртнă йĕркепе (21 çул тултарнисенчен пуçласа) иртет. Кăçал çак çулсенче çуралнисен диспансеризаци витĕр тухмалла: 1996, 1993, 1990, 1987, 1984, 1981, 1978, 1975, 1972, 1969, 1966, 1963, 1960, 1957, 1954, 1951, 1948, 1945, 1942, 1939, 1936, 1933, 1930, 1927, 1924, 1921, 1918.

Пĕлтĕр Тăвай районĕнче 2500 çыннăн тухмаллаччĕ, пĕтĕмпе вара 2541 çын тĕрĕслеве хутшăннă (101,6 процент). Вĕсенчен 612-не (2015 - 659) çĕнĕ чирсем тупса палăртнă. Çав шутран 9 çыннăнне усал шыçă пуррине пĕлнĕ (2015 - 4), туберкулез - 1, сахăр диабечĕ - 3 çыннăн.

Диспансеризацин 2016 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе пĕрремĕш ушкăна (сывлăхлă теме пулать вĕсене), 351 çын (20,1 процент) кĕнĕ. Танлаштарма, 2015 çулхи кăтартусем - 427 çын (20,7 процент).

Иккĕмĕш ушкăнра (вăраха кайма пултаракан чирпе чирлес хăрушлăх пысăккисем) пĕлтĕр - 183 çын (10,4 процент) пулнă, 2015 çулта - 263 çын (12,7 процент).

Виççĕмĕш ушкăн чи пысăкки, врач асăрхаса тăмалли, сиплемелли вăраха кайнă чирсем, унта 1212 çынна кĕртнĕ, 2015 çулта 1366 çын пулнă.

Диспансеризаци тĕллевĕ - чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртса сиплеме пуçласси. 2017 çулта районта 2500 çыннăн диспансеризаци витĕр тухмалла. Кăçалхи январь уйăхĕнче 146 çын тĕрĕслеве вĕçленĕ, хальхи вăхăтра 500 ытла çын врачсем патĕнче йышăнусенче пулса тĕрлĕ анализсем параççĕ. Диспансеризаци малалла пырать.

Сывлăх этемĕн чи пысăк пуянлăхĕ пулнине ан манăр. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухас текенсене районти тĕп больницăра тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче кĕтетпĕр.

Н.МЕФОДЬЕВА,

Тăвай больницин тĕп врачĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: процедура кабинетĕнче ĕçлекен Татьяна Афонинана куратăр. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн тăрăшать вăл медицина сестринче. Диспансеризаци вăхăтĕнче пушшех те канăç çук унăн. Çын яланах нумай кунта. Ĕçе тĕплĕ тунăран хисеплеççĕ ăна коллективра.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика