АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетсе

07 февраля 2017 г.

Çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетсе

 

2017 çул - Раççейре Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Çак ятпа тата 2016 çулхи культура пурнăçĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе Тăрмăшри культура çуртĕнче пысăк уяв пулчĕ.

Культура çурчĕ çумĕнчи "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕ уçрĕ ăна. Ертсе пыраканĕ - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Матросова, купăспа хавхалантараканĕ - Николай Петров. 2016 çулта ушкăн Республика кунĕнче иртнĕ "Родники России" тата "Чăваш ахах-мерченĕ" фестивальсенче çĕнтернĕ. Сăмах май, çулленех хутшăнатпăр эпир республикăн тĕп уявне. Пĕтĕм чăваш фестивалĕн лауреачĕ пулнă, районта иртнĕ конкурссенче те малти вырăнсене кăна йышăннă. Чăваш халăх юррисене пĕрин хыççăн теприне шăрантарчĕ пултаруллă ушкăн.

Районти "Кĕмĕл сасă" фестивальте "Гран-при" çĕнсе илнĕ тата республика дипломанчĕ Алексей Матросов та ентешсене илемлĕ юррисемпе тыткăнларĕ.

Районти конкурс лауреачĕ Елена Матросова "Тени исчезают в полдень" кинори "Гляжу в озера синие" тата "Лейся, песня!" конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă "Красно солнышко" юрăсемпе килентерчĕ. Сăмах май, Елена Николаевна "Женщина 21 века" конкурсра "Женщина и семья" номинацире çĕнтернĕ.

Атте-аннене халалласа Галина Табаева "Мĕн тăхăнас" тата "Кам-ши, кам-ши" юрăсене шăрантарчĕ. Галина Пантелеймоновна районта И.Вдовина ячĕллĕ "Ай, юрлар-и?" конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Республика шайĕнче те пысăк хака тивĕçрĕ. Юрă ăстине Дипломпа И.Вдовина дискне парса чысларĕç.

Лев Матросов вĕренекен "Мой дедушка рассказывал" юрăна асатте-кукаçисене халалларĕ. Лева тĕрлĕ фестивальсемпе конкурссене хастар хутшăнса çитĕнỹсемпе савăнтарать. Петр Ягодкин "Аннеçĕм" юрра чи çывăх çынсене халалларĕ. Вăл конкурссенче юрласа малти вырăнсене, лауреат ята çĕнсе илнĕ.

"Пирĕн урам анаталла" чăваш юррине Зоя Семеновапа Галина Табаева уçă сассисемпе янратрĕç, купăспа Нина Семенова хавхалантарса пычĕ, хăй те пĕрле юрларĕ. Нина Григорьевна юрă-ташăпа туслисене сцена çине тухма çи-пуç ăсталаса парать. Олеся Петрован "Два сердца" тата "Çул юхать, юхать" юррисене те залра ларакансем ăшшăн йышăнчĕç.

Венера Николаева Петĕр Эйзин çырнă "Киле таврăнсан" сăвва хумхануллă вуларĕ. СССР халăх артисткине В.Кузьминана халалласа вырăнта иртнĕ конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă Венера Алексеевна. Вăл чăн-чăн ал-ĕç ăсти, шăрçасемпе те, çипсемпе те илемлĕ тĕрлет. Хушпу-тухья, ум çакки, масмак тата ытти хитре япаласем ăсталама маçтăр. Пĕлтĕр районта "Ал-ĕç ăсти" номинацире чи пултарулли пулчĕ вăл.

"Три белых коня" юрăпа Алик Ялугин саламларĕ. Алик та ачаранпах юрлать, юрра-кĕвве ăста, вăхăт пур чухне фольклор ушкăнне çỹрет.

"Сывă пурнăç йĕркишĕн" ятлă районти конкурсра "Пире кун пек парне кирлĕ мар!!!" сценкăна "Шуçăм" драмкружок членĕсем ăста выляса парса 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕччĕ.

Ял хитре те илемлĕ пултăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ çынсем. Тавралăха симĕслетме йывăçсем лартаççĕ, тирпей-илем кỹме субботниксем йĕркелеççĕ. Çавăн пекех тăрмăшсем юрлама-ташлама, спектакльсенче выляма та хастар. Ял хастарĕн ячĕпе черетлĕ юрă саламĕ пулчĕ. "Укăлча умĕнче" юрра Елена Матросовапа Александр Васильев шăрантарчĕç.

"Солнышко" ушкăн "Снежинки" ташăпа савăнтарчĕ. Ку номере Тăвайĕнче тата Канашра иртнĕ "Рождество Христово" уявсенче кăтартрĕç маттур хĕрачасем.

Ĕлĕкхи йăла-йĕркене пăхăнса "Шевле" драмкружок членĕсем "Ача чăкăчĕ" ятлă сценкăпа паллаштарчĕç. Сценарине хатĕрлекенĕсем - Тăрмăш шкулĕнчи Зинаида Николаевна Григорьева, Софья Геннадьевна Семеновапа Софья Николаевна Васильева учительсем. Ку ĕçпе районти тата республикăри конкурссенче мала тухнă çамрăк артистсем. Малашне те вĕсене ăнăçусем сунатпăр.

Уява пĕрле ирттерме Енĕш Нăрвашри культура çурчĕ çумĕнчи "Саймал" ушкăн та килчĕ. Зоя Васильева кĕвĕленĕ "Килсе курма васкар-и?", "Эс те, эп те ман тăван" юрăсене ушкăнпа юрларĕç. Зоя Ивановна хăй кĕвĕленĕ юрăсемпе те куракансене килентерчĕ. Владимир Васильев, Владимир Михайлов, Любовь Максимова, Татьяна Пурш, Надежда Петрова, Светлана Михайлова чăваш халăх юррисене юрларĕç. Купăспа Вячеслав Ефимов хавхалантарса пычĕ. Ушкăна Галина Русская ертсе пырать, хăй те хитре юрлать. Тавах кỹршĕ ялти артистсене те.

Уява икĕ культура çурчĕ пĕрле ирттерни куракансене те килĕшрĕ, хамăршăн та усăллă. Пĕр-пĕринпе тĕл пулни, сỹтсе явни, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни усăллă та лайăх пулăм. Ку проекта эпир анлăлатсах пырасшăн-ха, хамăр та Енĕш Нăрвашри уяв концертне хутшăнасшăн.

Е.МАТРОСОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика