АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивале хатĕрленеççĕ

07 февраля 2017 г.

 

2017 çулта çĕр çинчи чылай çĕршывшăн Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен ХIХ фестивалĕпе асра юлĕ.

Ăна ирттерме палăртнă кунсем çитиччен вăхăт самаях пулин те регионта хатĕрленỹ ĕçĕсем пуçланнă.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи Алексей Кокель ячĕллĕ ỹнер музейĕнче фестивале халалласа "çавра сĕтел" иртнĕ. Унта тĕнче шайĕнчи мероприятие Чăваш Енрен хутшăнма палăртнă хастарсен ушкăнĕ, маларах иртнĕ фестивальсенче пулса курнă ентешсем пухăннă. "Çавра сĕтеле" Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хутшăннă.

Михаил Игнатьев тĕнчери халăхсен хутшăнăвĕсем кăткăсланнă вăхăтра иртекен Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăккине палăртнă.

Аса илтеретпĕр, фестиваль кăçалхи юпа уйăхĕн 15-22-мĕшĕсенче иртет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика