АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейра ятарлă выставкăсем

03 февраля 2017 г.

 

Оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ пынă май Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕнче ятарлă выставкăсем йĕркеленĕ.

"Паттăрлăх" тата "Çĕршыва хỹтĕлекенсем" пỹлĕмсенче çар экспоначĕсен выставки ĕçлет. Унсăр пуçне вăрçăпа çыхăннă кĕнекесен куравне уçнă. Унăн ячĕ - "Подвиг наших земляков".

Музейра çавăн пекех "Яншиховцы в Великой Отечественной войне (1941-1945 г.г.)" темăпа тĕрлĕ материалсенчен йĕркеленĕ альбомсен куравне хатĕрленĕ. Патриотла воспитани парас енĕпе Енĕш Нăрвашри музей пысăк ĕç туса ирттерет.

Уйăхлăх пынă вăхăтра музей ялти шкулпа пĕрле тĕрлĕрен тĕл пулусем, тематика каçĕсем ирттерме палăртнă. Музейри çар экспоначĕсемпе тата çỹлерех асăннă куравсемпе ытти шкулсенче вĕренекенсем те килсе паллашма пултараççĕ. Республикăри ытти районсенчи хăнасене те яланах хапăл эпир.

В.ПЕТРОВ,

Енĕш Нăрвашри музей заведующийĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика