03 февраля 2017 г.
Кăçалхи январĕн 27-мĕшĕнче Ленинградри блокадăна татнăранпа 73 çул çитнĕ. Раççей Федерацийĕн çар мухтавĕн кунĕсен йышне кĕртнĕ ăна.
Ленинград блокадинче сивĕ тата выçлăх кунĕсем 900 талăка тăсăлнă, пульăсем пĕрĕхнĕ хула çийĕн. Темле йывăрлăхра нушаланнă пулсан та хулана тăшманран сыхласа хăварнă совет халăхĕ. Тăвайри ача-пăча библиотекинче "Город-легенда" ятлă курав йĕркеленĕ çак паллă дата ячĕпе.
"Шăтăклаçăсем" клуба çỹрекенсене Галина Тимофеева библиотекарь хулана хỹтĕлесе паттăрлăх кăтартни çинчен каласа панă. Куллен кашни çынна 125 грамм çăкăр татăкĕ тивĕçнĕ. Çакна ỹкерчĕк çинче курса куçĕсем шывланчĕç хĕрарăмсен.
1942 çулта Элпуç ялне Ленинград хулипе облаçĕнчен 3-14 çулсенчи 148 ачана эвакуациленĕ. Кунта ача çурчĕ уçнă, вăл 1944 çулччен ĕçленĕ. Вăрçă çулĕсенче пирĕн районта эвакуаци йĕркипе килнĕ 316 çемье пурăннă.
С.СЕРГЕЕВА,
музей заведующийĕ