АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăххăрмĕш теçеткене пусрĕ

03 февраля 2017 г.

 

Иртнĕ çул вĕçĕнче сакăрвуннă тултарса сакăрвунпĕррене кайрĕ Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче пурăнакан Зоя Филимоновна Петрова.

Вăрçă ачи вăл - 1936 çулта çут тĕнчене килнĕ, çавăнпа нуши-асапне çамрăклах пайтах тỹсме тивнĕ. Ашшĕ вăл пиллĕкре чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă та каялла таврăнайман.

Зоя Филимоновна пурнăçне ялта, ытларах выльăх-чĕрлĕхпе çĕр ĕçĕнче ирттернĕ. Çамрăклах ĕçе "кỹлĕннĕ". Фермăра сыснасем пăхнă, ĕне сунă, пĕр вăхăтрах хăмла çитĕнтернĕ, чĕкĕнтĕр туса илнĕ. Ун чухне хальхи пек механизаци таврашĕ пулман, пĕтĕм ĕçе алă вăйĕпе тума тивнĕ. Шывне те фермăри выльăхсем валли çырмаран кĕвентепе çĕклемпе йăтнă, çитменнине, çырми те анса ухма тарăн. Анчах чăтнă, нăйкăшман. Хуçалăхра Мускаври çĕвĕ фабрикин пальтосем çĕлекен цехĕ уçăлсан, Зоя Филимоновна унта та ĕçленĕ. Шел, ку вăхăт нумая тăсăлман, хупăннă цех.

Мăшăрĕ те, Егор Миронович, фермăра вăй хунă, лавпа уйран выльăхсем валли улăм турттарнă, апатланă, витесенчен тислĕк кăларнă тата ытти те. Вăл утмăл саккăрта пурнăçран уйрăлнă. Туслă мăшăр икĕ ывăлпа хĕр çуратнă. Пурте хуласенче пурăнаççĕ, ывăлĕсем çемьеллĕ.

Сакăрвунпĕре кайрĕ пулин те, Зоя Филимоновна килте сурăхсем, качакасем, хурсемпе чăх-чĕп усрать, пахча çимĕç туса илет. Çу каçа выльăх апачĕ те хатĕрлет. Çак ĕçре ỹркенмен амăшне ачисем те пулăшаççĕ. Вĕсем амăшĕ патне килсех тăраççĕ.

В.САМСОНОВ.

Çĕнĕ Ишпуç ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика