АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Денис Мантуровпа Михаил Бабич - "Чувашторгтехника" предприятире

31 января 2017 г.

 

Иртнĕ эрнере Чăваш Ене ĕçлĕ çулçỹревпе килнĕ май Раççей Федерацийĕн промышленноçпа суту-илỹ министрĕ Денис Мантуров, Раççей Президенчĕн Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчен полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чувашторгтехника" акционерсен уçă обществине тата "Фросто" тулли мар яваплă обществăн производство лапамĕнче пулнă.

"Чувашторгтехника" обществăн генеральнăй директорĕ Наиль Хайрутдинов юлашки темиçе çулта предприятие 17 миллион евро инвестици хывнине палăртнă. Михаил Игнатьев компани туса кăларакан оборудованипе республикăри чылай социаллă объектра усă курнине çирĕплетнĕ. Денис Мантуров предприятин производство шайĕ пысăккине каланă. "Эпир паян хальхи йышши предприятире пулса куртăмăр. Кунта туса кăларакан продукци тĕнче шайĕнчи компанисеннипе те конкуренцие кĕме пултарать", - тенĕ Раççей министрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика