АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырăва хакласа

31 января 2017 г.

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çуралнă çĕршывăмăрăн çитĕнĕвĕсемпе тата умра тăракан тĕллевсемпе паллаштарнă.

Паян эпир хăтлă та çутă фельдшерпа акушер, сиплев, кермен пек чаплă физкультурăпа спорт, вĕрентỹ учрежденийĕсен, культура çурчĕсемпе чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Ял çыннисен вырăнтах тĕрлĕ енлĕн аталанса, ĕçлесе пурăнма май пур.

М.Игнатьев кăçалхи çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Республикăра çемье институчĕн никĕсне çирĕплетнине, ăна пур енчен те пулăшнине, ачасемпе амăшĕсемшĕн тăрăшнине эпĕ хамăр çемье çинчех туйса илтĕм. Пилĕк ачаллă çемьесене хăтлă кил-çурт туса памалли программăна пула çулталăк ытла пирĕн çемье пысăк та хăтлă çуртра пурăнать. "Çирĕп çемье - вăйлă Чăваш Ен" - çак шухăша тĕпе хурса ĕçленине хамăр çемье çинче кулленех туйса тăратпăр.

Туризм аталанăвĕ вара пирĕн республика ытти регионсемшĕн илĕртỹллĕ пулнине çирĕплетет. Пирĕн районти "Упа кĕтесĕ" тата "Паснерка" туризмпа кану базисем çутçанталăк илемĕпе пуянлăхне, чăваш йăли-йĕркин, культурин илемне хальхи сервисри тата çыннăн канлĕхне пур енлĕн тивĕçтерес ĕçри çитĕнỹсене ăнăçлăн пĕрлештерсе ĕçлеççĕ.

Культура çинчен каланă май, республика ертỹçи асăннă сферăри çитĕнỹсемпе паллаштарчĕ. Çулленех пирĕн районти культура çурчĕсем те патшалăх пулăшăвĕ илеççĕ. Юлашки çулсенче 7 культура çурчĕн пурлăх никĕсĕ пуянланчĕ. Пĕлтĕр Енĕш Нăрвашри культура çурчĕ 500 пин, Мучарти культура çурчĕ 100 пин тенкĕлĕх пурлăхпа техника базине çирĕплетрĕç. Сăхăтпуçĕнчи клубра юсав ĕçĕсем пурнăçларĕç. Кăçал Чутейре 106 вырăнлăх клуб туса хута яма йышăннă. Тăрмăшра юсав ĕçĕсем тума палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пирĕн çитĕнĕве те асăнса хăварчĕ. Проектсен конкурсĕнче çĕнтернĕ районсемпе танах Тăвайри культура çуртĕнче те кинозал пулĕ кăçал. Укçи-тенкине çулталăк вĕçĕнчех куçарса панă, ку енĕпе ĕçсем пуçланнă.

А.АЛЕКСЕЕВА, культура ĕçченĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика