АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл мĕнле каçарнине тĕрĕслеççĕ

31 января 2017 г.

 

Нумаях пулмасть АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Елена Михайловапа районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсен станцийĕн начальникĕ Александр Шакин "Чутеевский" ЯХПКра выльăхсене мĕнле хĕл каçарнине тĕрĕслерĕç.

Асăннă хуçалăхра шултра мăйракаллă 395 пуç выльăх усраççĕ, çав шутра 170-шне сăваççĕ. Пĕлтĕр пĕр ĕне пуçне вăтамран 5944 килограмм сĕт сунă чутейсем, 2015 çулта - 5092 килограмм. Сĕт туса илессине, 2015 çулпа танлаштарсан, 126,9 процент ỹстернĕ иртнĕ çул. 100 ĕнерен 88,4 пуç пăру илнĕ. Ялхуçалăх кооперативĕнче, кĕтĕве çĕнетессипе чылай ĕçлеççĕ, ватă тата сĕт сахал антаракан ĕнесене уйăраççĕ. Искусствăлла майпа пĕтĕлентереççĕ ĕнесене. Ку енĕпе нумайранпа Светлана Цирульникова ĕçлет.

"Чутеевский" ЯХПК выльăхсем валли апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Утă, силос, сенаж, фураж çитернисĕр пуçне пурă, çĕпре, патока параççĕ.

-Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче, теççĕ. Çавăнпа вĕсене лайăхрах, тутлăрах çитерме тăрăшатпăр. Сăвăм паянхи куна пирĕн пĕр ĕне пуçне 13,3 килогрампа танлашать, - тет Николай Кузнецов зоотехник.

Елена Куприянова, Надежда Жаркова, Наталья Васильева, Валентина Филиппова дояркăсем хăйсен тĕллевĕсене аван пурнăçлаççĕ.

Галина Цирульниковапа Вероника Юркина скотниксем те тăрăшуллă. Людмила Васильева, Владислав Козлов, Вера Ямбашева, Петр Лукин пăру пăхакансем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Николай Кузнецов зоотехник коллективри ĕçсене аван йĕркелесе пырать.

Вырăнти майсемпе туллинрех усă курса выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ỹстермелли çинчен те калаçрĕç унти ĕçченсемпе.

Н.РОДИОНОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика