АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх ĕçченĕсен энциклопедийĕ

31 января 2017 г.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен энциклопедийĕ

 

Чăваш Республикинчи патшалăх гуманитари институчĕ 2016 çулта ĕç çыннин çулталăкĕпе çыхăнтарса ял хуçалăх ĕçченĕсен энциклопедине хатĕрлеме тытăннă. Çак сумлă кĕнекене ял хуçалăхĕнче ĕçлесе палăрнă çынсене кĕртеççĕ. Вĕсен шутĕнче колхоз председателĕсем, агрономсем, механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсем, тĕрлĕ предприятисемпе район ертỹçисем тата ыттисем те. Чылайăшне тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ орденсемпе, хисеплĕ ятсемпе чысланă.

Асăннă энциклопедине кăçалхи март-апрель уйăхĕнче кăларма хатĕрленеççĕ. Пĕр Енĕш Нăрваш ялĕнчен кăна 50 çынна яхăн сумлă ĕçчен пирки материалсемпе сăн ỹкерчĕксем хатĕрлесе панă. Вĕсенчен пĕрне Владимир Гордеевича сăн ỹкерчĕкре куратăр. Вăл механизаторта, механикре, слесарьте тата ял хуçалăхĕнчи ытти яваплă ĕçсенче вăй хунă.

Паллах, Тăвай тăрăхĕнчи ытти ялсенчи хисеплĕ çынсене те курăпăр унта. Анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула хăш-пĕр ĕçлекенсем пирки кирлĕ материалсене пуçтарса тăратманни те пулĕ. Çавăнпа та çак кунсенчех документсене ял администрацийĕ урлă çитерсе пама тăрăшмалла. Материалсене пуçтарса хатĕрлекенĕ - гуманитари институчĕн сотрудникĕ, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн журналистсен Союзĕн преми лауреачĕ А.П.Леонтьев.

В.ПЕТРОВ,

Енĕш Нăрвашри музей заведующийĕ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика