АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Администрацинчи ларура

31 января 2017 г.

 

Ĕç эрни район администрацийĕнчи пĕчĕк залри ларупа пуçланчĕ.

Нарăс уйăхĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулма тытăнать. Пухусенче иртнĕ çулхи ĕçсем пирки калаçу пуçарĕç, кăçалхи тĕллевсем пирки чарăнса тăрĕç. Асăннă мероприятисене ял çыннисем массăллă хутшăнассине йĕркелемелле. Шывпа тивĕçтермелли, çỹп-çап илсе тухмалли тарифсене çирĕплетмелли пирки асăннă.

Çакăн хыççăн полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ В.Федоров, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ В.Михайлов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Мефодьева харпăр хăй коллективĕсенчи ĕç-хĕлпе паллаштарнă.

"Газпром газораспределение Чебоксары" обществăн Канашри филиал начальникне В.Семенова, "МРСК Волги" "Чувашэнерго" обществăн Кăнтăрти филиалĕн районти электричество сечĕсен ертỹçине Т.Иванова, "Коммунальник" тулли мар яваплăхлă общество директорне Ю.Ефимова тимлĕ итленĕ пухăннисем.

Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче "Раççейри йĕлтĕр йĕрĕ-2017" чупу пуласси пирки пĕлтернĕ социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Чайкина.

АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Краснов районти хуçалăхсем аш-какайпа сĕт туса илессине ỹстерессишĕн тăрăшни пирки чарăнса тăнă.

"Районти вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухакансем регионти олимпиадăсенче тăрăшулăх кăтартаççĕ", - тенĕ вĕрентỹ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов.

Ларура организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен тата финанс пайĕсен начальникĕсем В.Чайкинпа А.Сергеев хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Сормов, "Аль" спорткомплекс директорĕ А.Кириллов, "МФЦ" Тăвайри уйрăмĕн тата район центрĕнчи культура çурчĕн директорĕсем Н.Перцевпа А.Алексеева, районти выльăхсен чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ А.Шакин тухса калаçнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке юлашкинчен вырăнти çулсене юртан вăхăтра тасатса тăрасси пирки асăрхаттарнă.

А.ИВАНОВА

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика