АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртеççĕ кунсем, шăваççĕ çулсем…

31 января 2017 г.

Иртеççĕ кунсем, шăваççĕ çулсем…

 

Лачкасси ялĕнче çуралнă Юля аппа, часах 80 çулхи юбилейне паллă тăвать.

4 класс çеç пĕтерме май килнĕ ăна. Çитмен пурнăçа пулах Чỹкçырми шкулне малалла вĕренме каяйман. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ.

14 çула çитсен фермăналла çул хывнă çамрăк хĕр. Пăрусем пăхма пуçланă. Колхозра груз турттаракан машинăпа ĕçлекен Тăрмăш ялĕнчи Виталий Васильев сатур пикене куç хывнă. 1959 çулта вĕсем пĕрлешнĕ. Çамрăк çемье тепĕр икĕ çултан йывăç пỹрт лартса унта пурăнма пуçланă. Çак çулнех Зинаида хĕрĕ çуралнă. Çав вăхăтра ачасемпе килте нумай ларма май килмен. Юлия Ивановна та часах ĕçе тухнă. Пĕчĕк хĕр пĕрчине никампа хăварма çукран тепĕр чухне мăшăрĕ кабинăра пĕрле илсе çỹренине те аса илчĕ вăл.

Çемье пысăкланса пынă. Тепĕр хĕрпе ывăл хушăннă. Колхозран кирпĕч çыртарса çурт хăпартма шутланă Васильевсем. Тепĕр икĕ çултан пурăнма та кĕнĕ. Ывăлĕ Владимир çак пỹртрен салтака кайнă. Ывăлĕ тенĕрен, 2009 çулта вăл йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă. Хуйхă мăшăрăн çỹрет, тенĕ ваттисем. Тепĕр çулне Юля аппан мăшăрĕ Виталий çĕре кĕрет. Вĕсене аса илмен кун та иртмест пулĕ унăн.

Ю.Васильеван тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тỹр килнĕ. Сысна самăртнă çĕрте те, дояркăра та. Тивĕçлĕ канăва тухсан улма пахчинче тăрăшнă. Ĕç стажĕ 45 çултан та иртнĕ пулĕ. Унăн сăн ỹкерчĕкĕ колхозри Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Фермăра хастар ĕçленĕшĕн дипломсем, грамотăсем илме тивĕçлĕ пулнă. Виçĕ ачи те çемье çавăрнă, ялтах пурăнаççĕ. Асли Зинаида пенсие тухнă, анчах ĕçе пăрахман-ха. Тепĕр хĕрĕ Светлана та Канаш хулинче ĕçлет. Юлия Ивановна çĕре кĕнĕ ывăлĕн арăмĕпе пурăнать. Татьяна шкулти буфетра тăрăшать, предпринимателе сĕт пуçтарма та пулăшать. Хунямăшĕпе кинĕ килĕштерсе пурăнаççĕ.

Юбилярăн 4 мăнукпа 2 кĕçĕн мăнук. Мускав хулинче хĕсметре тăракан Александр мăнукĕ асламăшĕ патне телефонпа шăнкăравласан, сывлăха упрамалли çинчен аса илтерсех тăрать. Нумай кирлĕ-и ватă çынна, ăшă сăмах чунне уçать. Саша салтакран килсен çемье тĕрекĕ пуласса шанаççĕ. Юлия Ивановнапа Татьяна кинĕ ĕне выльăх, чăх-чĕп тытаççĕ. Килти çĕрпе те тухăçлă усă кураççĕ. Тĕрлĕ çимĕç лартаççĕ, улма-çырла тата ытти çитĕнтереççĕ. Çуллахи вăхăтра умри пахчара куçа илĕртекен чечексем ỹсеççĕ. Чиркĕве те каять-ха Юля аппа. "Урасем утнă чух çỹресчĕ-ха", - тет. Ача чухне пĕрле выляса ỹснĕ юлташĕ, Лачкасси ялĕнчи Мария Никифорова манса каймасть Юлия Ивановнана. Тăрмăш ял администрацине тĕрлĕ хутсем тутарма килсен çула май хĕр чухнехи тусĕ патне кĕрсе тухать. Лараççĕ вара çамрăк чухнехи вăхăтсене аса илсе. Çапла вара шăваççĕ кунсем, иртеççĕ çулсем. Юля аппан хĕрĕсем унăн сывлăхĕпе интересленсе тăраççĕ. Тăван килте вĕсене ялан ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ.

В.ЛАВРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика