31 января 2017 г.
Эх, çав эре-ех! Пĕтерет пурнăçа! 41 çулхи Г. 2016 çулхи ноябрьте карланкине йĕпетнĕ хыççăн пĕр ял çыннипе çапăçнă, унăн сывлăхне вăтам сиен кỹнĕ.
Унăн хĕрне вăл малтан хăй патне чĕннĕ, кайран - каччине ĕнтĕ. Лешĕ эрехсĕр пыман, купăс каласа хĕрĕпе пĕрле юрлама пуçланă. Эрех ĕçнĕ хыççăн Г. пĕр ял çыннине, хĕршĕн кĕвĕçсе, хĕнеме пуçланă, чăмăрĕпе питĕнчен вăйлах тăрслаттарнă, лешĕ урайне ỹкнĕ.
Пĕр ял çыннине çакăн хыççăн больницăна илсе кайнă. Сылтăм куçне операци тунă, анчах курмалла тăвайман.
Г. хăйĕн айăпне йышăннă.
О.ЯСТРЕБОВА.