АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экологи урокĕсем

31 января 2017 г.

 

Енĕш Нăрвашри вăтам шкулти 6-8 классенче вĕренекенсем географи эрнинче экологи урокĕсем йĕркелерĕç.

Çут çанталăк тĕнчине, чĕр чунсене упрама хăнăхрĕç çамрăксем. Вĕренекенсем тăван тавралăха варалакан япаласем çинчен калаçрĕç, çын çут çанталăка мĕнле сиен кỹни пирки те сăмах пуçарчĕç. Çут çанталăкăн тăшманĕсем нумай: çĕр чĕтревĕсем, шăрăх, питĕ сивĕ пулни, вăйлă çил-тăвăл тата ытти те. Вăрмансене касаççĕ, океан шывĕсем нефть çăвĕсемпе вараланса пыраççĕ. Юхан шывсемпе сывлăш та тасах мар. Мĕн чухлĕ çỹп-çап кăларса пăрахатпăр тата эпир урама?

Тĕнчере çын тимлĕхне ытларах кĕтекен чĕр чунсем нумай. Пирĕн пурнăç йывăçне типме памалла мар. Çынсен шухăшĕсемпе тĕллевĕсем чипер пулсан, тăван тавралăх та таса пулĕ.

Ачасем малашне йывăç-тĕм лартма, çỹп-çапа яланах тасатма, вĕçен кайăксене хĕлле тăтăшах апатлама тĕллев тытрĕç юлашкинчен.

А.ИВАНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика