АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçĕпе савăнтарать

31 января 2017 г.

 

Хаçатăн иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчи пĕр номерĕнче ыхра усăллăхĕ çинчен çырнă материалпа çемйипех кăсăкланса паллашрăмăр. Çавнашкал канашсене пухса пыратпăр. Ыхра пирки сăмах хускатнă май, çак çимĕçе мĕнле майпа тухăçлă çитĕнтерме вĕренни пирки каласа парас килет.

Темиçе çул ĕнтĕ ыхра вĕтĕ пулнипе аптăраса çитнĕччĕ. Чăваш хаçачĕ ал айне пулнăччĕ. Унта шăпах ыхра лартса ỹстересси çинчен çырнăччĕ. Меслечĕ вара ансат, мăшăрăмпа иксĕмĕре те килĕшрĕ. Малтанах йăрансем хатĕрлетпĕр. Иккĕн ĕçлеме меллĕрех ĕнтĕ. Мăшăр кивĕ хаçатсене шывпа йĕпетсе тăчĕ. Эпĕ вĕсене йăран çине 4 сий хурса тухрăм. Кăштах тăпра сапрăмăр, шĕвĕр патак вĕçĕпе шăтăксем туса унта ыхра ларта-ларта пытăмăр та çĕрпе хупларăмăр.

Çапла майпа лартнă ыхра малтанхи çулнех шултра пулчĕ. Пĕлтĕр те лайăх тухăç илтĕмĕр. Кĕркунне çав меслетпех лартса хăвартăмăр. Ыхра ăнса пулни хаçат нỹрĕке чылай хушă тытнипе, çумкурăка тухма паманнипе çыхăннă пулĕ. Шартлама сивĕре те ыхра шăнмарĕ, шăкăрин шăтса тухрĕ. Апла хутпа витни ăшă тытма та пулăшать. Çуркунне севок сухана та çапла лартса пăхасшăн-ха.

Татьяна СЕМЕНОВА.

Тăвай ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика