31 января 2017 г.

Чăвашсем - Раççейри йышлă халăхсенчен пĕри. Вĕсем çут çанталăка, юрăпа кĕвве юратнине ăсчахсемпе çулçỹревçĕсем палăртнă. Чăвашсен кăмăл-туйăмне кĕвĕ хавхалантарсах тăнă, вĕсем ĕçленĕ е савăннă чухне те юрă хыççăн юрă шăрантарнă.
Чăваш кĕнеке издательствинче ача-пăча юрри-кĕввипе искусствисен шкулĕсем валли Л.И.Бушуеван "Чăвашсен кĕвĕ литератури. Пĕрремĕш пай", "Йăла-йĕркери кĕвĕ литератури" вĕренỹ кĕнеки кун çути курнă. Унта автор чăваш халăх юррисен жанрĕсем пирки сăмах пуçарать. Çуркунне хорпа, хăнара (сĕтел хушшинче), туйра юрламаллисем пулнă чăвашсен.
Кĕнеке вулакансене чăваш халăх инструменчĕсемпе (купăс, кĕсле, сăрнай) паллаштарать. Вĕсем çинчен ăнланмалла каласа кăтартать, сăн ỹкерчĕкĕсене те кĕртнĕ, чăваш халăх юрăçисем - Хведи, Якур, Гаврил Федоров, Ираида Вдовина тата фольклор юррисене пухакансем çинчен те çырнă автор.
Хушăм пайĕ те пур кĕнекен. Кашни темăна лайăхрах тĕпчеме тĕп тата ытти литературăсен списокне сĕннĕ.
О.ФЕДОРОВА,
издательствăн тĕп редакторĕ.