27 января 2017 г.
Мускавра "Единая Россия" партин ХVI отчетпа суйлав съезчĕ иртнĕ. Съезд делегачĕсем тепĕр пилĕк çуллăх тапхăра парти председателĕ пулма пĕр шухăшлă пулса Дмитрий Медведева суйланă. Съезд Аслă Канашăн председателĕн Борис Грызловăн тата Канашăн Генеральнăй секретарĕн Сергей Неверовăн полномочийĕсене çирĕплетнĕ. Январĕн 22-мĕшĕнче пленарлă лару ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.
Ларăва Раççей Президенчĕн салам сăмахĕсемпе уçнă. Делегатсене тата форума хутшăнакансене халалланă сăмахсене Парти председателĕ Дмитрий Медведев вуласа панă.
Парти председателĕ хăйĕн докладĕнче Партин 5 çулхи тапхăрти ĕç-хĕлне тĕплĕн тишкернĕ, 2016 çулхи суйлав кампанийĕн, "Единая Россия" фракци Патшалăх Думинче ĕçленин малтанхи уйăхĕсен итогĕсем çинче чарăнса тăнă.
Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев "Единая Россия" партие регионсенче çынсем лайăх пĕлни пирки каланă. Парти проекчĕсем Чăваш Енре ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсем çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма, çамрăксене хăйсен пултарулăхне аталантарма уçă майсем туса параççĕ.
РФ Патшалăх Думин депутатне Алена Аршиновăна Генеральнăй канаша тепĕр хут суйланă. Унăн йышĕнче Чăваш Ен чысне малашне Елчĕк районĕнчи вырăнти уйрăмăн секретарĕ, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та хỹтĕлет.