27 января 2017 г.
Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура ача сачĕсемпе шкулсем тăвасси çинчен пусăм тусах каларĕ. "2025 çул тĕлне пĕтĕмпе 33 шкул тумалла тата юсаса çĕнетмелле. Ку вăл - ачасене вĕрентмелли хальхи вăхăтри чи çỹллĕ шайри пахалăх стандарчĕсене тивĕçтерекен 16,5 пине яхăн вырăн".
Лайăх ĕçлекен шкулсемпе вĕрентекенсене хавхалантарма чылай укçа-тенкĕ уйăрни, аслă шкулсемпе техникумсенчен вĕренсе тухнă çамрăксене тăван тăрăха тавăрас тĕлĕшпе ĕçлеме палăртнине те ырлатăп. Малашне регион, çĕршыв экономикине вĕсен аталантармалла пулать-çке-ха. Аслă пĕлỹллĕ, ăслă-тăнлă, çирĕп тĕллевлĕ специалистсем вара пур сферăра та халех ĕнтĕ, питĕ кирлĕ.
П.НИКИФОРОВ,
Элпуç шкулĕ.