27 января 2017 г.
Тăвай енри пур йышши хуçалăхсенче 7672 шултра мăйракаллă выльăх çитĕнтереççĕ, çак кăтартуран 3422 ĕне. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вара шултра мăйракаллă 3207 выльăх, вĕсенчен 1492-шĕ ĕне шутланать.
Хресчен фермер хуçалăхĕсенче, 2015 çулхипе танлаштарсан, шултра мăйракаллă выльăх йышĕ - 1632 пуçа (+135), ĕнесем 708 пуçа (+54) çитнĕ.
Аш-какай туса илессин кăтартăвĕсем те начар мар. Пур йышши хуçалăхсенче аш-какай чĕрĕ виçепе 2991,0 тонна пулнă 2016 çулта, ял хуçалăх предприятийĕсенче вара - 261,4 тонна.
Пĕлтĕр пур йышши хуçалăхсенче сĕт туса илессин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 21182,2 тоннăпа танлашнă, 2015 çулхинчен 102,5 процент нумайрах, çав шутра 76801,6 тонни - ял хуçалăх предприятийĕсенче.
Районта пĕр ĕне пуçне вăтамран 5348 килограмм +232) сĕт сунă 2016 çулта.
Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче пĕр ĕне пуçне 7056 килограмм (2015 çулта - 6873) сĕт сунă, "Акконд-агро фирма" обществăра ку кăтарту 6105 килограмм (2015 çулта 6050 килограмм) пулнă.
"Дружба" хуçалăхра - 5014 килограма, "Чутеевский" ЯХПКра 5944 килограма, Канясев фермер хуçалăхĕнче 5700 килограма, Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕнче 5130 килограма çитнĕ çулталăкри вăтам кăтарту пĕр ĕне пуçне сĕт сăвассипе.
Районти выльăх пăхакансем çĕр ĕнерен 85,7 пуç пăру илнĕ.
Е.АЛЕКСАНДРОВА
Тăвай енри пур йышши хуçалăхсенче 7672 шултра мăйракаллă выльăх çитĕнтереççĕ, çак кăтартуран 3422 ĕне. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вара шултра мăйракаллă 3207 выльăх, вĕсенчен 1492-шĕ ĕне шутланать.
Хресчен фермер хуçалăхĕсенче, 2015 çулхипе танлаштарсан, шултра мăйракаллă выльăх йышĕ - 1632 пуçа (+135), ĕнесем 708 пуçа (+54) çитнĕ.
Аш-какай туса илессин кăтартăвĕсем те начар мар. Пур йышши хуçалăхсенче аш-какай чĕрĕ виçепе 2991,0 тонна пулнă 2016 çулта, ял хуçалăх предприятийĕсенче вара - 261,4 тонна.
Пĕлтĕр пур йышши хуçалăхсенче сĕт туса илессин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 21182,2 тоннăпа танлашнă, 2015 çулхинчен 102,5 процент нумайрах, çав шутра 76801,6 тонни - ял хуçалăх предприятийĕсенче.
Районта пĕр ĕне пуçне вăтамран 5348 килограмм (+232) сĕт сунă 2016 çулта.