АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтса çырнисене хуравлатпăр

27 января 2017 г.

 

Пĕтĕм Раççейри пекех, Чăваш Енри пенсионерсем те кăрлач уйăхĕнче 5 пин тенкĕпе танлашакан тỹлеве тивĕçеççĕ. Редакци почтинче асăннă пулăшупа çыхăннă çырусем чылай пулнă май вĕсене РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющине Роза КОНДРАТЬЕВĂНА хуравлама ыйтрăмăр.

-Калаçăва 5 пин тенке валеçессине мĕнле йĕркеленинчен пуçласан вырăнлă пулассăн туйăнать...

-Асăннă суммăна вăхăтра тỹлеççĕ. Пенсие банкри счетсем тăрăх илсе тăракан граждансем валли кредит учрежденийĕсене кăрлачăн 11-мĕшĕнчех укçа куçарнă. Ăна граждансем кирек хăçан та илеççĕ. Почтăсем çав суммăна пенсипе пĕрле кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче валеçме пуçланă. Пенсие маларах тивĕçнисене 5 пин тенке çак уйăхăн 24-мĕшĕччен çитерсе панă.

-Пенсионер стационарта сипленсен е çак тапхăрта урăх региона тухса кайнă пулсан?

-Кун пек чухне тỹлеве хăй пурăнакан вырăнти почта уйрăмĕнче кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕччен параççĕ. Çав кунччен ыйтмасан почтальон нарăс уйăхĕнчи пенсипе пĕрле валеçет.

-Раштав (декабрь) уйăхĕнче пенси йĕркелеме тытăннисем пĕр хут тỹлеве тивĕçеççĕ-и?

-Енчен те гражданин ватлăхри пенси ирĕкне раштав уйăхĕнче илнĕ тата ăна палăртмашкăн 2016 çул вĕçлениччен заявлени панă тăк - пĕр хут тỹлеве вăл тивĕçет. Чăваш Енре ун пеккисем 500 çын ытла, лару-тăрăва пирĕн служба тĕрĕслесе тăрать.

Унсăр пуçне раштав уйăхĕнче 95 çын инвалидлăх тата тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн паракан пенси ирĕкне илнĕ. Заявление вĕсем кăрлач уйăхĕнче панă пулин те пĕр хут тỹлеве илеççĕ.

-Пенсионер раштав уйăхĕнче пурнăçран уйрăлнă тăк унăн еткерçисем 5 пин тенке тивĕçеççĕ-и?

-Федерацин 2016 çулхи чỹк уйăхĕн 22-мĕшĕнчи "Пенси илекен граждансене пĕр хут тỹлев парасси çинчен" 385-мĕш саккунĕпе килĕшỹллĕн патшалăхăн асăннă пулăшăвне Раççейре ялан пурăнакан тата 2016 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне пенси илнĕ çынсем тивĕçеççĕ. Çапла вара çулталăкăн юлашки кунĕнче вилнĕ пенсионершăн укçана унăн çемйин членĕсем е еткерçĕсем илеççĕ.

-Пенси тата субсиди шутласа панă чухне пĕр хут тỹлеве тупăш шутне кĕртеççĕ-и?

-Çỹлерех асăннă саккун тăрăх пĕр хут тỹлеве Раççей тата регион саккунĕсемпе килĕшỹллĕн уйăракан социаллă пулăшăвăн тĕрлĕ мерисене панă чухне шута илмеççĕ. Тĕслĕхрен, Пенси фончĕ пенсионера федерацин социаллă хушма тỹлевне шутласа панă чухне çыннăн пĕтĕмĕшле тупăшне кĕртмеççĕ.

-Суд приставĕсем 5 пин тенкĕрен парăм шучĕпе тытса юлма пултараççĕ-и?

-Çук, пĕр хут тỹлеврен тĕрлĕ документра палăртни, пенсипе тивĕçтерекен органсен, судсен пенси тата социаллă ытти пособи суммине шыраса илмелли йышăнăвĕсем тăрăх тытса юлмаççĕ.

-Ветерансен çуртĕнче пурăннăшăн çав суммăран тỹлемелле-и?

-Интернатсенче, ветерансен çурчĕсенче пурăнакан пенсионерсене пĕр хут тỹлевĕн тулли суммине памалла.

Сăмах май, патшалăх пулăшăвĕн çак мерипе республикăра пурăнакан 377 пин ытла çынна тивĕçтермешкĕн 1,9 миллиард тенкĕ каять. Чăваш Ен çыннисемшĕн чăннипех витĕмлĕ пулăшу вĕт çакă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика