АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔСКЕН

27 января 2017 г.

 

Чăваш Енри 97 пин ачана тĕрлĕ тỹлев параççĕ. 2016 çулта çак тĕллевпе 2,1 млрд. тенкĕ уйăрнă. Сăмах май, республикăра юлашки 3 çулта нумай ачаллă çемьесен шучĕ 27процент ỹснĕ.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, юлашки 5 çулта Чăваш Енре тухтăрсен йышĕ 5 процент чакнă. Ку кăтарту 5152 çынпа танлашнă. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Етĕрне, Çĕрпỹ хулисенчи медицина организацийĕсенче 137 тухтăр, çав шутра 37 педиатр, çитмест.

2016 çулта республикăри 162 çын тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă курнă. Адвокат патне килнисен 30,2 процент - çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтусене татса парас, 25,5 процент - алимент шыраса илес, 12,5 процент патшалăх пулăшăвне тивĕçес тĕллевпе пынă.

2016 çулта туристсен йышĕ 7 процент ỹснĕ. Турфирмăсен пулăшăвĕпе 246 пин çын усă курнă, 2015 çулта - 230 пин, 2014 çулта - 180 пин. Икĕ çул каялла вĕсем 750 млн. тенкĕ тупăш илнĕ тĕк, 2016 çулта - 1 млрд. танлашнă. Пĕлтĕр Шупашкар портне 317 теплоход килсе чарăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика