АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комментарисем

25 января 2017 г.

 

Николай КРАСНОВ - райадминистрацин АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ питĕ тĕплĕ те анлă. Республикăри мĕнпур отрасльти ыйтусене тишкерсе тĕллевсем палăртрĕ М.В.Игнатьев.

Çыру пирĕн районти ял хуçалăх ĕçченĕсем умне те пысăк тĕллевсем лартать. Михаил Васильевич палăртнă тĕп шухăш - хальхи вăхăтра ял хуçалăхне аталантармалли самантсемпе тата та туллирех усă курасси, хамăр çĕршывра туса илекен ял хуçалăх таварĕсен шутне, хисепне ỹстересси.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне тавăрассине пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутне кĕртнĕ. Тăвай районĕнче те 2016 çулта ку енĕпе нумай ĕçлерĕмĕр. Пушă выртнă 1073 гектар çĕре сухаланă, акса хăварнă. 2017 çулта тата 1000 гектар çĕре ĕçлесе хатĕрлеме йышăннă.

Çавăн пекех эпир выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, сĕт сăвассине ỹстерес енĕпе ĕçлетпĕр. 2016 çулта кашни ĕнерен 5348 кг сĕт суса илнĕ, ку вăл умĕнхи çулхипе танлаштарсан 232 кг ытларах. 2016 çулта районта ĕне выльăх усрамалли 3 çĕнĕ вите тунă, кăçал тепĕр 3 вите хута яма, "Акконд-агро фирма" обществăра цеха анлăлатса сĕт-çу таварĕсен ассортиментне пуянлатма палăртнă.

Иртнĕ çул уй-хир ĕçченĕсемшĕн тухăçлă пулчĕ - 21 пин тонна тыр-пул, 13 пин тонна çĕрулми туса илнĕ. Акнă вăрлăхсен 15 проценчĕ пысăк репродукциллĕ пулнă. Ỹсен-тăрансене апатлантарма 788 тонна минераллă удобренипе усă курнă. Кăçал ял хуçалăх таварĕсене ăнăçлă туса илес, çуракине вăхăтра ирттерес тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсен паянах çăмăллăхлă кредитсем илсе удобренисем, çĕнĕ вăрлăх туянассипе тимлемелле.

Наталия МЕФОДЬЕВА - район больницин тĕп врачĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Çырăвне тимлĕ итленĕ май, кашни отрасль умĕнче тăракан тĕллевсене уçăмлă палăртнине туйса илтĕм. Унти кашни шухăш малашлăхпа çыхăннă.

Михаил Васильевич республикăра социаллă политика енĕпе нумай ĕçлени çинчен каларĕ, çавăнпа пĕрлех мĕн тунипе çырлахмасăр малалла тата та тĕллевлĕрех ĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ.

Медицина ĕçченĕ пулнă май, ялсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тумалли программа малалла пурнăçланни питех пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Ялсенче çĕнĕ ФАПсем уçăлни çав тери савăнтарать. Кунта пурăнакансем хăтлă та тирпейлĕ, пур услови те çителĕклĕ çĕрте хăйсен сывлăхне вăхăтра тĕрĕслеттерсе çирĕплетме пултараççĕ. Тата сипленмелли вырăнсем çывăхра вырнаçни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăвай районĕнче 2013-2016 çулсенче Вырăс салинче, Вăтаялĕнче, Çĕнĕ Ишпуçĕнче, Амалăхра, Тенеялĕнче, Нỹшкассинче çакăн пек сывлăх çурчĕсем хута кайнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çитес виçĕ çулта модульлĕ тата 75 фельдшерпа акушер пункчĕ тума палăртасси çинчен каларĕ. Çитес виçĕ çул хушшинче районта тепĕр икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума программăна кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕрне, Çăлпуç ялĕнчине, кăçалах туса хута ямалла. Ун хыççăн Йăнтăрчă ялĕнче тума йышăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика