АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил ИГНАТЬЕВ: "Общество, çемье, кашни çын ырлăхĕ - чи пысăк хаклăх"

25 января 2017 г.

Михаил ИГНАТЬЕВ: "Общество, çемье, кашни çын ырлăхĕ - чи пысăк хаклăх"

 

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ эрнекун Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырăвĕпе паллаштарнă.

Çырăва итлеме Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори органĕсен, муниципалитет ертỹçисем, тĕн, общество организацийĕсен представителĕсем, Чăваш Енри предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă. Çав шутра Тăвай район делегацийĕ те пулнă.

2016 çулта Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнипе асра юлнă. Çакна тĕп вырăна хурса Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕсене çак шухăшран пуçласа йĕркеленĕ. Вăл Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнче çирĕп лару-тăру хуçаланнине, Ĕç çыннин çулталăкĕнче 2700 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килнине палăртнă.

Республикăра çирĕп çемьесем йĕркеленеççĕ, нумай ачаллă çемьесен хисепĕ ỹсет. Раççей Президенчĕ çумĕнчи Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Анна Кузнецова Михаил Игнатьевпа нумаях пулмасть ирттернĕ тĕлпулура нумай ачаллă çемьесен йышĕ ỹснин кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен Раççейри субъектсем хушшинче малтисен шутĕнче пулнине, кунта хĕрарăмсем хырăм пăрахасси чакнин ырă туртăмне палăртнă. "Хĕрарăмсем пурнăç суйласа илни пысăк пĕлтерĕшлĕ", - тенĕ вăл. Пĕр сăмахпа, Чăваш Республикинче çемье ыйтăвне яланах малти вырăна хунă, малашне те çаплах пулĕ. Ахальтен мар Республика Пуçлăхĕ 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

Пĕлтĕр Тăвай Енре 3 е ытларах ачаллă çемьесем 44 çитнĕ. Кушкăри Любовь Валентиновна Кравчукпа Анатолий Станиславович Олексюк çемйине патшалăх пĕр-икĕ çул каялла çĕнĕ çурт лартса панă. Асăннă çемьен пĕлтĕр çулла çиччĕмĕш ача çуралнă. Ăна Анна ят панă. Александра мăнукĕ 5 уйăхра Любовь Валентиновнапа Анатолий Станиславовичăн. Вĕсен хĕрĕ Екатерина та çемьеленнĕ, 2 ача çитĕнтереççĕ.

Республика Правительстви малтан палăртнă тĕллеве - граждансене социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерес ыйтăва туллин пурнăçласа пыма майсем тупать. 2016 çулта çак тĕллевпе 7 миллиард ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Республикăра пурăнакан 400 пине яхăн çын алла тĕрлĕрен тỹлевсем илет. Коммуналлă пулăшăвăн çăмăллăхĕсемпе кашни тăваттăмĕш çын усă курнă.

Юлашки 10 çулта медицина пулăшăвĕ парассинче нумай çĕнĕлĕхе алла илнĕ. Иртнĕ çул Шупашкарта пысăк технологиллĕ объект - республикăри онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕ хута кайнă. Онкомедицина аталанăвĕ малашне тата çỹллĕ шая йышăнмалла. Çынсене ку енĕпе пахалăхлă пулăшу парассин тепĕр тапхăрĕ _ регионсем хушшинчи Ядерлă медицинăн центрне туса хурасси.

Республикăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацисем кашни çул чи лайăххисен шутĕнче. 2016 çулта чи лайăх шкулсен ТОП-500 йышне республикăри 9 шкул, яллă вырăнсенчи ТОП-200 йышне 8 вĕренỹ заведенийĕ кĕнĕ. Хальхи вăхăтра республикăра пысăк проект - ачасемпе çамрăксене инженерипе техника пĕлĕвĕ парасси пурнăçа кĕрет.

Чăваш Ен Правительстви промышленноçри пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçлама хавхалантарасси - ытларах укçа-тенкĕ уйăрса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрма палăртать. Республикăра предпринимательсен хисепĕ ỹссе пырать. 2017 çул пуçламăшĕ тĕлне пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 51 пин ытла субъектне регистраци тунă. Пирĕн районта предпринимательствăн 325 пĕчĕк тата вăтам субъекчĕсем, çав шутра 56-шĕ пĕчĕк предприяти. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра 1843 çын вăй хурать, Тăвай енре 232 уйрăм предприниматель шутланать.

"Ырă пулăм савăнтарать. Çынсем хăйсем тĕллĕн ĕçлесе хăйсене тата çемйисене тăрантараççĕ, ытти çынсене те ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ. Пирĕн тĕллев - вĕсене хăйсен ĕçне йĕркелесе пыма тивĕçлĕ условисем туса парасси", - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Юлашки 5 çулта ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен ĕç укçи вăтамран 56 процентран пуçласа 75 процент таран ỹснĕ пулин те Республика Пуçлăхĕ çакна çителĕксĕр тесе шутлать. Ялта ĕçлесе пурăнакансен шалăвне тата ỹстермелле.

2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен республикăри усă курман çĕр лаптăкĕсен хуçисем тупăнмалла. Патшалăх Канашне янă Çырура Михаил Игнатьев ытти пĕлтерĕшлĕ нумай ыйтăва хускатнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика