25 января 2017 г.
Çак кунсенче Çĕнĕ Ишпуçĕнчи Ивановсем ывăлĕ службăра тăракан çар чаçĕнчен тав çырăвĕ илчĕç.
"Хисеплĕ Марал Агаевнапа Валерий Павлович! - тенĕ унта. -Хабаровскри çар чаçĕн командованийĕ сирĕн ывăлăр Андрей Валерьевич Иванов службăри тивĕçсене чыслăн пурнăçласа пыни çинчен пур кăмăлтан пĕлтерет. Вăл пултарулăхпа, кăмăл çирĕплĕхĕпе, хăюлăхпа уйрăлса тăрать. Хăйĕн ентешĕсемшĕн те, ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пулнине палăртатпăр.
Командовани пултаруллă салтака службăри çитĕнỹсемшĕн темиçе хутчен те хавхалантарнă.
Эпир сире маттур ывăл çитĕнтернĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Эсир унпа чăннипех мухтанма пултаратăр".
Эпир те Андрея Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе ỹлĕм те чыслăн пурнăçласа пыма ырлăх-сывлăх сунатпăр.
М.ПЕТРОВА.