25 января 2017 г.

Енĕш Нăрвашра хоккей вăййипе чылайранпа ĕнтĕ интересленсех кайман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Нăрваш шкулĕ хыçĕнчи пĕвере хоккей площадки йĕркеленине лайăх астăватăп. Вĕренекенсен команди хоккейла аван вылянă, кỹршĕри Микушка ялĕнчи тата Канаш хулинчи хоккеистсемпе тĕл пулса тупăшнă. Каярахпа ялти шкул ачисем ытларах йĕлтĕр, биатлон, хĕллехи ориентированипе туризм енĕпе кăсăкланма пуçланă, республикăри ăмăртусенче те час-часах малти вырăнсене йышăннă.
Халĕ хоккей вăййи çĕнĕрен вăй илчĕ, вăтам классенче вĕренекенсем пăр катокĕ йĕркеленĕ. Вĕсене вĕрентсе ертсе пыраканĕ ялти спорт активисчĕ Михаил Дмитриев. Çуллахи вăхăтра вăл футбол площадкине те курăкран çулса тасатса тăрать.
Çак кунсенче ялти Йăлăмкаспа Вăтакасра пурăнакан шкул ачисем хоккейла выляса ăмăртрĕç. Йăлăмкасри çамрăк хоккеистсем ăстарах пулчĕç, пысăк шутпа тантăшĕсене çĕнтерчĕç. Хальхи вăхăтра районти шкулсенче хоккейла лайăх вылякан командăсем пур. Нăрваш çамрăкĕсен Тушкиле юлташла тĕлпулăва кайса килме кăмăл çуралнă. Паллах, çакăн евĕр ăмăртусем ялта хоккей вăййине çỹллĕрех шая çĕклеме пулăшĕç.
Уйăхлăх пынă май та, Енĕш Нăрваш ялĕпе шкулĕнче тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă.
В.ПЕТРОВ,
спорт ветеранĕ.