25 января 2017 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шалти ĕçсен министерствин коллегийĕн канашлăвне хутшăннă. Унта иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.
"2016 çулта республика территорийĕнче преступленисен шучĕ 12 процент яхăн чакнă, çул çитменнисем преступленисем тăвасси - 10 процент. Пирĕн регион çĕршыври хăрушсăр субъектсен йышĕнче. Халăх патшалăх влаçĕн, право хуралĕн органĕсене шанасси ỹссе пырать. Çакă ĕç тухăçлăхне палăртать. Республикăна инвестици хывассине лайăхлатать", - тенĕ республика ертỹçи.
Республикăра преступленисене уçса парасси (64,2 процент) Раççейĕн (54,7 процент) тата Атăлçи округĕн (59,2 проц.) вăтам кăтартăвĕсенчен пысăкрах. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене уçса парас енĕпе Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăнта.
Палăртса хăварар, республикăри полици органĕн ĕç тухăçлăхне хакланипе Раççейри регионсем хушшинче 12-мĕш вырăн йышăнать.
Çак кунсенче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕнче 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе канашлу иртнĕ. Кунта ЧР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Л.Вакс, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Вăрмар район прокурорĕ Е.Краснов, Тăвай район прокурорĕ О.Ястребова, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕ çумĕнчи общество канашĕн председателĕ М.Пуклаков хутшăннă.
"Урмарский" уйрăм территорийĕнче иртнĕ çул регистрациленĕ преступленисем 289-тан 318 таран ỹснĕ. Яланхиллех çакăн сăлтавĕ ют пурлăха çаратассипе, хĕнессипе çыхăннă преступленисен шучĕ пысăкланни. 318 преступленирен 259-не уçса панă. Çын вĕлерессине, сывлăхшăн вăтам шайри сиен кỹнисене, хĕненисене, мăшкăлланисене, çаратнисене, çул-йĕр правилисене пăснипе çыхăннисене те тупса палăртнă.
Вăрмар тата Тăвай районĕсенче хăратса укçа тытса илни, хĕç-пăшалпа, сирпĕтмелли хатĕрсемпе усă курса йĕркене пăснă тĕслĕх, террористла тата экстремистла преступлени пулман. Полици уйрăмĕн сотрудникĕсем çине тăрса ĕçленипе темиçе тĕрлĕ преступленисем йышне чакарма пултарнă: уйрăмах йывăр преступленисене 11 процент, çын вĕлересси (5-рен 1 таран), сывлăхшăн вăтам шайри сиен кỹни (8-тан 2 таран), çул çитмен ачасем преступлени тăвасси (20-рен 2 таран), йĕркене пăснă çынсем тепĕр хут преступлени çулĕ çине тăрасси (132-рен 120 таран) сахалланнă.
Пĕтĕмĕшле преступленисене уçса парасси лайăхланнă (1,7 процент). Вăрланисене тупса палăртасси 4,3 процент, экономика преступленийĕсене - 24,6, обществăлла вырăнсенче тунă преступленисене уçса палăртасси 7,9 процент ỹснĕ. Çавна май чарса лартнă уголовлă ĕçсен шучĕ сахалланнă.
Уголовлă шырав начальникĕн Ю.Кузнецовăн ĕçне лайăх енчен палăртмалла. 2016 çулта çул-йĕр çинчи пăтăрмахсен шутне чакарма май килнĕ. Виçĕмçул 29 инкек пулнă, 2016 çулта - 21. Аманнисемпе (44 çынран 22), аварисенче вилнисен йышĕ (4 çынран 3 таран) умĕнхи çулхинчен пĕчĕкрех пулнă.
ГИБДД енĕпе административлă право йĕркине пăснин 2712 тĕслĕхе шута илнĕ. Эрех ĕçсе руль умне ларнă 142 водителе айăпланă.
Иртнĕ çул наркотик çаврăнăшĕпе çыхăннă 12 преступлени регистрациленĕ, пурте вĕсем Вăрмар районĕнче пулнă. Пурĕ 540 грамм наркотикле япаласем тытса илнĕ: гашиш, марихуана, мăкăнь улăмĕ. Çавăн пекех 248 мăкăнь тата 122 кантăр тĕмĕсене тĕп тунă. Малтан судпа айăпланнă çынсем хушшинче тепĕр хутчен преступленисем ан пулччăр тесе "Участок", "Акватория", "Условник", "Надзор" оперативлă-профилактикăллă мероприятисем ирттернĕ. Тивĕçлĕ мерăсем йышăннине пула суд тенкелĕ çинче ларнă хыççăн ирĕке тухнă çынсем хушшинчи преступленисен хисепĕ чакнă (132-120). Профилактика ĕçĕсем ирттернĕ пулин те 2016 çулта Интернет, мобильлĕ çыхăну урлă, банк карттисен счечĕсем çинчен укçа вăрласси ỹснĕ. Çакăн пек категориллĕ преступленисене уçса палăртасси 10 процентпа танлашнă. Саккуна пăснин тĕслĕхĕсем ытларах Вăрмар тата Тăвай районĕсен центрĕсенче пулнă. Банк карттисемпе усă курса - 13, Интернет урлă - 4 тата телефон урлă 2 преступлени тунă. Профилактика мероприятийĕсем ирттернине, улталама пултарни çинчен ăнлантарсах тăнине кура граждансем тимлĕрех, ăнкаруллăрах пулма пуçланине кăтартса хăвармалла. Яланхиллех киревсĕр ĕç тума хистекенни - алкоголь. Эрех ĕçсе преступлени тунă çынсен шучĕ ỹснĕ. Алкоголь продукцине саккуна пăсса сутассине тупса палăртас енĕпе ĕçе вăйлатмалла.
2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăм Чăваш Республикипе 55,72 балл пухса 8-мĕш вырăн йышăнать. Республикăри вăтам кăтарту - 55,12 балл. Тивĕçнĕ кăтартусемпе лăпланмалла мар, хамăрăн ĕçе лайăхлатса пыма тăрăшмалла. 2016 çулхи оперативлă служба ĕçĕ "Урмарский" уйрăм обществăра тĕреклĕхе сыхласа хăварса йĕркепе тивĕçтерме пултарнине çирĕплетсе парать.
И.КОНСТАНТИНОВ,
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн начальникĕ.