АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех пулсан анне те, арăм та кирлĕ мар…

25 января 2017 г.

Тăвай районĕнче пурăнакан 33 çулти В.Л. тĕлĕшпе районти 1-мĕш номерлĕ суд участокĕ палăртнă приговор вăя кĕнĕ. Ăна вĕлерессипе хăратнăшăн айăпланă.

Иртнĕ çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче арçын, ĕçнĕскер, амăшĕнчен татах эрех анратнă. Лешĕ килĕшменнине кура ывăлĕ хирĕçме пуçланă, япаласене унталла-кунталла вăркăнтарнă. Унтан çĕçĕ ярса илсе хĕрарăма вĕлерессипе хăратнă.

Хирĕçỹ инкекпе вĕçленесрен асăрханса вăл ăна магазина кайса ĕçмелли илсе килме пулнă. Çапла майпа çеç "тĕпренчĕкĕ" амăшĕнчен хăпнă. Вăл ывăлĕнчен çĕççе туртса илнĕ, айккинелле ывăтса янă.

Лавккаран хĕрлĕ эрех илсе парсан кăна В.Л. лăпланнă. Çав самантпа усă курса амăшĕ полицие чĕнсе илнĕ.

В.Л. тăратнă айăплавпа килĕшнĕ, ỹкĕннĕ, ĕçкĕпе иртĕхместĕп тесе шантарнă. Çаксене шута илсе арçынна 200 сехетлĕхе обязательнăй ĕçсене явăçтарма йышăннă. Вăл вара ял тăрăхĕнче тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă.

Кăçалхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче район прокурорĕ 55 çулхи И.И. тĕлĕшпе айăплава çирĕплетнĕ. Ăна РФ УКан 116 статйипе - çывăх çынна хĕненĕшĕн - айăплаççĕ.

Дознани версийĕпе килĕшỹллĕн вăл 2016 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче ỹсĕр пулнă. Мăшăрне пĕр шелсĕр хĕненĕ. Ун умĕн арçын пумилккерен ĕçсе килнĕ пулнă. Хĕрсе кайнăскер хĕрарăмпа хирĕçнĕ, ачисене çывăрма паман. Арăмĕн йĕрке хуралçисене чĕнсе илме тивнĕ. Лешсем ăна полици уйрăмне илсе çитернĕ, çемьери хирĕçỹсемшĕн ун тĕлĕшпе протокол çырнă. Килне çитсен арçын каллех пырне йĕпетнĕ, хĕрарăма пуканпа çапнă. Хăйне полици уйрăмне тыттарса яни уртарса янă иккен ăна. Хĕрарăм упăшкинчен хăтăлса ачисем çывăракан пỹлĕме кĕрсе пытаннă, право хуралçисенчен пулăшу ыйтнă.

55 çулхи арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе Тăвай районĕнчи 1-мĕш номерлĕ суд участокĕ пăхса тухĕ.

О.ЯСТРЕБОВА,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика