25 января 2017 г.
"Халăх тĕрĕслевĕ" информаци ресурсĕ çынсемпе республикăри ĕç тăвакан влаçăн органĕсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет.
2014 çулхи декабрь уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă çĕнĕ интернет-сервисра çынсенчен пин ытла ыйту килнĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕ - Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Шупашкар районĕнче пурăнакансенчен. Вĕсенчен чылайăшĕ территорисене тирпей-илем кĕртессипе, çул-йĕре тытса тăрассипе çыхăннă.
"Халăх тĕрĕслевĕ" порталпа сĕнỹ е асăрхаттару çырас тесен, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче (gosuslugi) учет çыравĕ кирлĕ. Ку информацие модератор тĕрĕслет те кирлĕ министерствăна, ведомствăна ярса парать. Портал Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен документсен электрон çаврăнăшĕн тытăмĕпе çыхăннă, çавна май çынсен ыйтăвĕсене тỹрех отрасль ведомствине çитереççĕ. Ыйтăва 10 кун хушшинче пăхса тухмалла.