АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсене лайăх тасатнипе кăмăллă

25 января 2017 г.

 

Çанталăкăн хăйĕн саккунĕ. Пĕр каçрах темĕн чухлĕ юр çуса çулсене хỹсе лартма пултарать. Çапла пулчĕ те иртнĕ канмалли кунсенче. Ачасем хуларан çăмăл машинăпа килнĕччĕ. Ирех каялла кайма палăртса хучĕç. Сакăр сехет валли ĕçе çитмелле вĕт. Анчах пăшăрханни кăлăхах пулчĕ. Çула тухмашкăн нимĕнле чăрмав та пулмарĕ. Тахăш вăхăтра çула тасатса кайнă. Нагорнăй урамри ытти çынсем те кăмăллă хĕл кунĕсенче кунти çула вăхăтра юртан хырса тăнипе. Маларахри çулсенче çак ыйту çивĕч тăратчĕ. Сахал мар юр тăрăх ашса тертленнĕ. Халĕ механизаторсем хăйсен яваплăхне туйса ĕçлеççĕ. Хăть ирхине, хăть каçхине - яланах ĕç вырăнĕнче вĕсем. Такăр çулпа утса пынă май чунăм савăнать. Ытти çемьесен ячĕпе те вĕсене тав туса ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунасшăн.

Тăвай ялĕнчи Нагорнăй урамĕнче пурăнакансен ячĕпе

Любовь ЕРМИЛОВА.

Редакцирен: Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормов пĕлтернĕ тăрăх, ку территорие кĕрекен Тăвай тата Вырăс сали ялĕсенчи çулсене юртан тасатса тăма Л.Емельянова предпринимательпе килĕшỹ тунă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика