25 января 2017 г.
Экологи çулталăкĕ пуçланнă май Чỹкçырминчи библиотекăра "Çутçанталăк вăрттăнлăхĕсем" курав уçăлнă.
Вăл виçĕ номинацирен тăрать. "Тĕнче мĕнле аталаннă", "Тинĕс вăрттăнлăхĕсем", "Ачасене çутçанталăк çинчен" ятлă вĕсем.
Тĕнче океанĕн, Атлантидăн вăрттăнлăхĕсем, путнă карапсен пуянлăхĕсем, çухалнă экспедицисем çинчен пĕлме пулать куравпа паллашнă хыççăн.
Аслисемпе пĕрле ачасем Виталий Бианкин, Евгений Чарушинăн, Николай Сладковăн, Михаил Пришвинăн тата ытти çыравçăсен çутçанталăк çинчен çырнă кĕнекисемпе паллашма пултараççĕ.
А.ИВАНОВА.