20 января 2017 г.
Эрнекун, январĕн 20-мĕшĕнче, 12 сехетре, Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне яракан Çырупа паллаштарать.
Çырура регионăн стратегиллĕ аталанăвне, Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тата нумай вăхăтлăх аталану çул-йĕрне палăртĕ. Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, обществăлла организацисен представителĕсен шухăшĕсемпе сĕнĕвĕсене те тĕпе хунă.
Çырăва тỹрĕ эфирта Чăваш Наци телевиденийĕпе, Наци радиовĕпе тата республикăн официаллă влаç порталĕнче www.cap.ru электрон адресĕпе итлеме е пăхма пулать.